1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:45

Тепĕр фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ

 

Енĕш Нăрваш ялĕнче, хăй вăхăтĕнче «Красная Чувашия» ЯХПКн шутланнă ферма территорийĕнче, Виталий Владимирович Петровăн хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Çĕнĕ хуçа кĕске вăхăтрах ĕне витине йĕркене кĕртнĕ.

Ку вăл округра юлашки виçĕ çул хушшинче ĕçлеме пуçланă виççĕмĕш ферма. Маларах Çăлпуç ялĕнчи О.А.Григорьева тата Тушкилти Д.В.Емельянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеме тытăннă.

Паянхи кун тĕлне В.В.Петров хресчен-фермер хуçалăхĕн ферминче 62 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çак шутран 19 пуçĕ — сăвакан ĕнесем. Кĕтĕве лайăхлатас тата вăйлатас тĕллевпе фермер Мускав облаçĕнчен ăратлă 15 пĕтĕленнĕ пушмак пăру кÿрсе килнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем карантинра. Тата 28 пуç вăкăра ашлăх самăртаççĕ. Çапла вара асăннă фермер хуçалăхĕ выльăхсен йышне ÿстерсех пырать. Çак тĕллевпех ХФХ механизаторĕсем хальхи вăхăтра пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ: паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксенчен 70 тонна утă пресласа хунă, сенаж хывма тытăннă.

2025 çулхи пĕрремĕш çур çул итогĕсем тăрăх, округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 9726,4 тонна сĕт тата 268,4 тонна аш-какай туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 3865 килограмм сĕт сунă. Округри фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 6653 пуç шутланать, çав шутра сăвакан ĕнесем — 2464 пуç.

Надежда НИКИФОРОВА,

округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Поделиться:
Распечатать