Тăвай муниципалитет округĕн шахматисчĕсем «Чăваш Енри 10 муниципаллă округра 10 турнир» республика акцине хутшăннă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери июлĕн 20-мĕшĕнче паллă тăвакан шахмат кунне халалланă. Çавна май Тăвайри ача-пăча аталанăвĕн центрĕнче çамрăк шахматистсен ăмăртăвне «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» республика проекчĕ шайĕнче йĕркеленĕ.
урнирĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна Николай Алексеев çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Евгений Суркинпа Павел Алексеев. Хĕрачасем хушшинче Дарья Кондратьева мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем — Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем.
Чи вăйлисем çурла уйăхĕн 2—12-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен çамрăк шахматистсен Раççей Кубокĕн тапхăрĕ шайĕн-чи «Шăккалат-2025» турнира хутшăнĕç.
Лина ГУРИНА, центр директорĕ