Аслă Çĕнтерÿ уявне, Раççей кунне чысласа Тăвай ялĕнче пысăк тата пĕчĕк ялавсем çакрĕç, вĕсем вĕлкĕш- се чуна хăпартлантарса тăчĕç. Унтан Республика кунĕ те иртрĕ. Ун чухне те илемлĕччĕ, пăхса савăнмаллаччĕ, кăмăла çĕклетчĕ ялавсем çилпе сумлăн варкăшни.
Çапах та япала, ырри пурте хăй вăхăчĕпе. Унтанпа темиçе эрне те иртрĕ, май уйăхĕнченпе вара икĕ уйăх та. Нимĕн-ле праçник те пĕр вĕçĕм тăсăлмасть. Çынсен пурнăçĕн- че те синкерлĕ вăхăтсем пулаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ те хальлĕхе чарăнман. Унтан çамрăксем аманса килни те, вилни те пулчĕ. Çавăнпа пурнăç вĕçĕмсĕр праçник пек тăни чуна йывăрлатать, кăмăла хуçать.
Тепĕр енчен, ялавсем урамра уçă çĕрте — хĕвел, çумăр, çил çинче тăрса шупкаланаççĕ, вĕсен тĕсĕ пĕтет, юрăхсăра тухаççĕ, халăх укçи сая каять. Ялавсене вăхăтра илсе типтерлĕ пуçтарса упрасан, вĕсемпе нумай çул тĕллевлĕ усă курма май килет. Сăмах май, пĕлтĕр Раççей кунне уявланă хыççăн икĕ уйăх ытла вĕлкĕшсе шуралса тĕсне çухатнăччĕ ялавсем. Кашни çулах çав кĕрепле çине пусас марччĕ.
Елизавета ИЛЬИНА,
кĕмĕл волонтер.
Вăрманхĕрри -Тăвай