Анфиса Исаковна Волкова Нÿшкасси ялĕнче кинĕпе Юлия Валентиновнапа тата мăнукĕпе пĕрле пĕр кил-çуртра пурăнать, кĕçех 94 çул тултарать.
Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ, çичĕ класс пĕтерсенех çул тунă çĕрте вăй хунă, хĕр пуççăнах вăрман каснă. Унтан Мускаври стройкăра пилĕк авнă. Çемьеленсен колхозра тăрăшнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Çак эрнере вара ветерана, Анфиса Исаковнана, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медаль парса чысланă, хисеп тума ун патне килне ятарласа Тăвайри округ администрацийĕнчен экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕ-сен пай начальникĕ Евгений Козлов тата Элпуç территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Гаврилов пынă, вĕсем наградăпа саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Анфиса Исаковна хăйне çакăн пек пысăк чыс кÿнĕшĕн пурне те тав тунă.