1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 31 Июль 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:14

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХРЕН - ЫТЛАРАХ ПРОДУКЦИ

— Кăçалччен округра выльăх-чĕр-лĕх продукчĕсем туса илессипе тикĕссĕн ĕçлесе пытăмăр пулсан, 2025 çулхи пĕрремĕш çур çула вара минуспа вĕçлерĕмĕр: сĕт иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 3,9, аш 12,8 процент чакса кайрĕ.

Тонна çине куçарсан сĕт 397,6, аш 50 тонна сахалрах туса илни курăнать. Вĕçĕм пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пыма май килмесен те, минус çине кайни кăмăллă мар. Округри хуçалăхсенчен çурри ытларахăшĕ производствăна чакарнă. «Акконд-агро фирма» АО акă сĕтпе округра паянхи кунчченех малта пырать, кăçалхи ултă уйăхра та 4127,2 тонна паха продукци туса илнĕ, анчах, шел те, унăн та 225,6 тонна таран чакса кайнă. Ял хуçалăх управленийĕ туса хатĕрленĕ сводкăран курăнать ĕнтĕ, Тушкилти Илларионовсем те 116 тонна сĕт çухатнă тата ытти те. Çакăн сăлтавĕсене, паллах, тĕплĕн тишкерни, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туни кирлĕ, пĕрлех çуллахи тапхăр тăнипе туллин усă курса, çитменлĕхсене халех май килнĕ таран пĕтерсе пыма вăй хумалла. Выльăхсене ешĕл, симĕс апатпа тикĕс те туллин тивĕçтерни хăех пысăк пулăшу. Пĕрлех тутă хĕлшĕн те тăрăшмалла. Ĕнесемпе пушмаксене вăхăтра ерттерсе хăварасси те уйрăм тимлĕх ыйтать. Пăру пулмасан, сĕт те, аш та пулмĕ. Кĕтĕве ăратлă çамрăк выльăхсемпе çĕнетсе тата хушса пырасси те специалистсен тивĕçĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать