1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:21

Ырри пĕрех çĕнтерет

 

Укçалла сутăнма, алла алă çутарма пăрахмасăр коррупци нихăçан та, нимĕнле те пĕтмест.

Нумаях пулмасть должноçри пĕр чиновник укçалла пĕр фермера çĕр участокĕ илме пулăшни, аслă вĕренÿ заведенийĕн- чи пĕр доцент укçалла зачет лартса пани, управлени тытăмĕнчи тепĕр чиновник взяткăлла пысăк усă кÿни çинчен вуласа пĕлнĕччĕ. Çакăн пек тĕрĕс мар ĕçсем сахал мар пулаççĕ пурнăçра. Чăн та, пĕтĕмпех пулмасан та, нумайăшĕшĕн çийĕнчех явап тытма тивет айăплисен. Палăрмасăр юлмасть ун пекки. Ахалех никам та пĕлмест, никам та курмасть тесе шутлаççĕ взятка паракансемпе укçалла сутăнакансем. Паян пулмасан та, ыран-тепĕр кун е каярах та пулса çиеле тухатех таса мар ĕç. Вăл вара пурнăçра хура пăнчă пулса юлать. Час-часах — ĕмĕрлĕхех. Çавăнпа çынна пуç лартса панă та — тĕрĕс пурăнма, тĕрĕслĕ- хе, çынлăха мала хума. Ырă тума тăрăшмалла, ырă ĕç хăйне хăех мухтать, ырлăх кÿрет.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать