1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:27

Юратаççĕ вĕсем, юратаççĕ

 

аса палата. Юр пек шап-шурă çивиттиллĕ кравать çинче хĕр çывăрать. Тÿпери сарă хĕвел пайăркисем чÿречерен кĕрсе пикене вăратасшăн тимлеççĕ. Шурă хурăн, çывăракан çын илемĕпе киленсе унталла та кунталла тайăла-тайăла илет. Чечекленекен пуласлăхне курать-ши тĕлĕкĕнче, е хĕвел ăшшипе кăмăллă хĕр? Çÿхе тути хускалнă май, икĕ пит çăмартийĕнче те пĕчĕк путăк курăнса каять.

Асамлă шăплăха хускатса алăка шаккарĕç те, палатăна шурă халат тăхăннă вăрăм çÿçлĕ каччă кĕрсе тăчĕ.

Тĕлĕкри çулçÿревĕнчен таврăнса куçне уçрĕ хĕр. Хăйне тинкерекен каччăна асăрхасан Васелиса питне хĕрлĕ сăн çапрĕ. Çара хулне шурă çивиттипе хăвăрт витрĕ вăл. Пулас хирург хăй çинчен куç илменрен 23 çулхи пике чĕри кăкăртан сиксе тухасла тапма тытăнчĕ.

— Валерий Иванович, вăхăтлăха тухăр-ха, тăхăнам,— пăшăлтатрĕ чиперкке.

— Миçе хут каламалла Валерий, тесе кăна чĕнме,— сăмах хушрĕ каччă.

Чунĕнче ăшă туйăм хускатнă студент-практиканта сенкер куçĕсемпе савса ăсатрĕ Василиса.

Кăçал тăван ялĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнчĕ Василиса. Шупашкара аппăшĕ патне хăнана килсен сасартăк чирлесе ÿкрĕ.

—Аппендицит. Хăвăртрах больницăна,— терĕ кĕскен «Васкавлă пулăшу» машинипе килнĕ врач.

... Тепĕр кунне Василиса шурă халатлă, сарă çÿçлĕ каччăна курчĕ.

— Операци ăнăçлă иртрĕ, халĕ сывалатăр ĕнтĕ,— сăпайлăн калаçрĕ Валерий.

Пулас врачăн тимлĕхĕ икĕ эрне хушшинче хĕр чĕринче ăшă туйăм çуратрĕ.

— Кĕме юрать-и? — именсе сасă пачĕ Василиса йышăну пÿлĕмĕн алăкне уçса.

— Кĕр, кĕр, — илтĕнчĕ сасă.

Валерий сĕтел хушшинче темĕн çырса ларать.

— Кĕçех Николай Александрович хирург обход ирттерет. Паян сана больницăран кăлараççĕ,— пĕлтерчĕ медицина работникĕ кран айĕнче аллине çуса.

— Тавтапуç, Валерий Иванович,— теме кăна пултарчĕ пике. Пукан çинчен тăрса алăк еннелле утрĕ.

— Василиса, манăн «Радуга» кинотеатра кайма икĕ билет пур. Каятпăр-и? — такăна-такăна калаçрĕ студент-практикант.

— Юрать...,— аран тухрĕ хĕрĕн сасси. Каччăн шанса пăхакан çĕмĕрт пек хура куçĕсен вăйне чăтаймасăр Василиса пуçне çĕрелле усрĕ.

Телейлĕн тапма тытăнчĕç çамрăк чĕресем. Çак самантра хаваслă чунсенчи туйăм вăрттăнлăхран тухрĕ. Сывалма пулăшнă сиплĕ юрату уççăнах палăрчĕ. Юратаççĕ каччăпа хĕр пĕр-пĕрне, чунтанах юратаççĕ халь. Илемлĕ тавралăха савса сăнаççĕ алла-аллăн çавтăнса.

Альбина СУХАН

Поделиться:
Распечатать