Сире професси уявĕпе - Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕпе саламлатăп!
«Тăвай кооперативĕ» потребобществăн нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ округ экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сирĕн коллективра тăрăшакансен тÿрĕ кăмăлĕпе пурнăçлакан ĕçсене пула социаллă пурнăçпа экономикăн витĕмлĕ тĕллевĕсем, халăха таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерсе пырасси, ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр таварне сутасси тата вырнаçтарасси, ял çĕрĕнче хушма ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси йĕркеллĕн пурнăçланаççĕ.
Паян потребкоопераци ялти инфратытăма аталантарма пулăшакан инновациллĕ проектсене ĕçе кĕртсе пырать. Тивĕçтерÿ сферинче ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе, ял хуçалăхне аталанма лайăх майсем туса паратпăр.
Пурнăçа кооперацие халалланисене, чуна парса ĕçлекенсене, ветерансене çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх сунатăп.
Олег ЛОМОНОСОВ, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ