1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 4 Август 2025 г.
1 августа 2025 г. 14:36

Çăлкуçсемшĕн тимлени — малашлăхшăн!

 

Тăвай округĕнче республикăри «Хура çăл» çăлкуçĕсем» экологипе географи фестивалĕ иртнĕ. Ăна ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви, Вырăс географи обществин республикăри уйрăмĕ тата Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕ пулăшнипе «Хура çăл» çăлкуçĕсен территорийĕнче виççĕмĕш çул йĕркеленĕ.

Кунта экологи ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрас, уйрăммăн илсен çăлкуçсене упрас, хăтлăлатас ĕçсене анлăлатса пырас тата çутçанталăк еткерлĕх-не сыхласа хăварас тĕллев тĕп вырăнта тăнă.

Кăçалхи мероприятие юбилейлă датăсене — Чăваш автономине105 çул, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул, Вырăс географи обществине 180, Тăвай округĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнисене халалланă. Тĕрлĕ пулăмпа пуян пулнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» ятлă социаллă çĕнĕ проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ мероприяти. Кашниех хăйĕн кăмăлне килекеннине тупма пултарнă тата кашниех тăван çут çанталăка паян çамрăксенчен пысăк пулăшу кирлине ăнланнă.

Фестивале Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Елена Хомченко, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, РГОн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Инна Никонорова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ученăйĕсем, Вăрмар, Канаш, Йĕпреç, Красноармейски округĕ-сенчи волонтерсем, вĕренекенсем, активистсем, экологсем хутшăннă.

«Çак фестиваль «Экологи» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама тÿпе хывни тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе республика çăлкуçĕсене тĕпчесе цифрăлас ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Тăвай округĕнче те эпир çăлкуçсемпе ун таврашĕнчи территорисене хăтлăлатассине пысăк тимлĕх уйăратпăр,— тенĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов. — Тĕслĕхрен, иртнĕ çул пуçару бюджечĕн проекчĕ шайĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнчи Сикте çăлкуçĕ таврашне çĕнетсе тирпейленĕ, Чутей ялĕнче çăлкуç çывăхĕн-че купель уçнă, Кармалта çак территорие хăтлăлатнă. Пирĕн тĕллев — çăлкуçсене пулас ăрусем валли упраса хăварасси. Хура çăл — çутçанталăк еткерне кăтартакан чĕрĕ истори. Çак хăйне евĕрлĕ кĕтесе сыхласа хăварас тесе эпир малалла та пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр. Пĕрле эпир тĕнчене тасарах тăвăпăр!»

Асăннă мероприяти пĕчĕк юханшывсемпе çăлкуçсене пăхса тăмаллине çирĕплетекен тĕслĕх. Вĕсем ăшăхланса ан кайччăр тесе маларахри çулсенче пĕрлехи проектсене çул панă. Фестивале хутшăнакансем тата тухса калаçакансем çак тĕлĕнмелле çут çанталăк кĕтесĕ çулсерен хăтлăланса пынине палăртнă. Тасатнă хыççăн шыв юхăмĕ вăйланнă. Çăл шывĕ тăрă та сиплĕ.

Фестивальте çăлкуçсене тĕпчессипе тăратнă наукăпа тĕпчев ĕçĕсен «Чăваш Ен — пин-пин çăлкуç çĕршывĕ» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Вĕсене дипломсемпе асăнмалăх парнесем панă. Вĕсен хушшинче Тăвай енрен — Ксения Васильева (Тăрмăш шкулĕ), Юлия Хайдукова (муниципалитет округĕ);

Софья Симонович, Анна Федорова, Евгения Васильева, Анастасия Васильева; Александра Фирсова, Дарья Фирсова (Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкул).

«Асамат кĕперĕ» ача садĕн-чи Надежда Иванова воспитательница кăçал та мала тухнă. Иртнĕ çул Хура çăлпа, кăçал Сăхăтпуçĕнчи Пикенеç çăлĕ-пе çыхăнтарнă хăйĕн тĕпчев ĕçне.

Фестиваль вăхăтĕнче çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă конкурссене тĕрлĕ округсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен командисем хутшăннă. Кăсăклă квест-вăйăсенче станцисем тăрăх çулçÿреве тухса, нумай çĕнни пĕлме пултарнă. Çавăн пекех Чăваш Республикин, Тăвай округĕн спилс-карттисене хăвăрт пухассипе тупăшнă. Унтан вара пурте пĕрле çăлкуçсем таврашĕнчи территорие çÿп-çапран тасатнă.

Çак хăтлăх кÿнĕ территори — пилĕк çăлкуç тапса тăракан, вăй-хăват паракан тĕлĕнмелле вырăн. Фестиваль хăнисем вĕсен уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, пĕрлехи ĕçпе пулса иртекен ырă улшăнусене курса савăннă. Тасатса тирпейленĕ çĕрте курса çÿрени пурне те хавхалану кÿнĕ. Сиплĕ çăл шывĕнчен пĕçернĕ хуратул пăтти тутлă пулнине палăртса, Андрей Федоров волонтера мухтаса илнĕ.

 

Поделиться:
Распечатать