«Сывлăх патне — утăм» проект харăсах темиçе ыйтăва татса парать. Вăл профилактика тата диагностика мероприятийĕсен шутне ÿстерет, чирсене малтанхи тапхăрта оперативлă тупса палăртма пулăшать. Чи кирли вара — граждансене харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшассине йăлана кĕртме хистет.
Пирĕн граждансене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтермелле. Проект сыватма кăна мар, чирсене малтанхи тапхăрта палăртса сывлăха упрама, хастар пурнăçа тăсма май парать».