1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 4 Август 2025 г.
1 августа 2025 г. 10:18

Медицина ĕçченĕсем — Мучар ялĕнче

 

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне — утăм» социаллă проектпа килĕшÿл- лĕн, Тăвайри медицина ĕçченĕсем ытларикун Мучар тăрăхĕнчи çынсене йышăннă. Администраци çурчĕ умне вырнаçтарнă палаткăна тĕрĕсленме 120 çын пынă çав кун, 20-шĕ диспансеризаци витĕр тухнă.

Опытлă сывлăх хуралçисем юнпа куç пусăмне, холестерин, сахăр шайне палăртрĕç. Кĕлетке йывăрăшĕпе çÿллĕшĕнчен пуçласа ЭКГ тутарса чĕре мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕç. Чăнах та ĕнтĕ, проект чирсене малтанхи тапхăрта палăртма пулăшать. Хăшне-пĕрне анлăрах тĕрĕсленме направлени пачĕç. Сиплев валли рецептсемпе тивĕçтерчĕç специалистсем. «Палатăна кĕретĕн те сывлăха тĕрĕслеттеретĕн, чунри пăшăрханупа тухтăрпа канашлатăн, хăвăрт та меллĕ. Тавтапуçах проектшăн Олег Николаева, сывлăх ĕçченĕсене»,— терĕç ял çыннисем.

Вĕсем хăйсем те парăмра юлман, тĕрĕслев хыççăн тăрăшуллă медицина ĕçченĕсене кăмакара пĕçернĕ апатпа сăйларĕç.

Валентина ЛАВРОВА,

кĕмĕл волонтер. Мучар ялĕ

Поделиться:
Распечатать