1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 4 Август 2025 г.
1 августа 2025 г. 10:22

Пресс-центр пĕлтерет

Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне Тăвай муниципалитет округĕнчи хуçалăхсем пурĕ пĕрле 999 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Çак шутра кĕрхи тулă — 793 гектар, ыраш — 115, урпа — 30, сĕлĕ — 40, пăрçа — 21 гектар. Пĕтĕмпе 3488 тонна тырă çапса илнĕ е кашни гектар вăтамран 34,9 центнер тухăç панă. Уйрăм культурăсем, сăмахран, кĕрхи тулă гектар пуçне 40—60 центнер таран тухăç панă тĕслĕхсем пур.

4 гектартан 9 тонна çĕр çырли татса пухнă, тухăç 1 гектар пуçне — 22,5 центнер.

Кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварма 1515 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ку вăхăт тĕлне округри предприятисем 6658 тонна е планăн 90 проценчĕ чухлĕ утă, 29163 тонна (91,8 процент) сенаж хатĕрленĕ.

Поделиться:
Распечатать