Пресс-центр пĕлтерет
• Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинче Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Малтанах Чăваш Ен Пуçлă- хĕпе Олег Николаевпа регионти ял хуçалăх аталанăвне тата малашлăх тĕллевсене сÿтсе явнă. Унтан Олег Николаевпа Оксана Лут çĕнĕрен уçăлнă «Пехет» агромаркетра, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче, хăмла ÿстерессипе ĕçлекен центрта, ăратлă выльăх сутакан Пĕтĕм Раççейри аукционта, Çĕрпÿ округĕнчи Раççей ял хуçалăх министерстви пулăшнипе тунă Чурачăкри шкулта пулнă, юлашкинчен Вăрнар округĕнчи хăмла плантацине çитсе курнă. Министр республикăра ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннине палăртнă.
• «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектăн официаллă сайчĕ — яркое лето. чувашия. рф. — ĕçлеме тытăннă. Унта Чăваш Республикинче иртекен мероприятисем çинчен ятарлă платформăра вуласа пĕлме пулать. Усă курма меллĕ пултăр тесе асăннă сайтăн мобильнăй версине те йĕркеленĕ.
• Чăваш Енре кăçал çĕнĕ авиарейссем ĕçе кĕнĕ. Халĕ Шупашкар аэропортĕнчен Махачкала тата Минеральные Воды хулисене çитме май пур. Çакăнсăр пуçне çуллахи рейссемпе Сочине, Калининграда, Нижневартовска вĕçме пулать.
• Ыран Канаш хулин 100 çулхи юбилейĕ. Унăн программинче — тĕрлĕ фестивальсем, конкурссем, концертсем — истори реконструкцийĕ таранах.
• Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе 2030 çулччен туризма аталантармалли стартегие çирĕплетнĕ. Асăннă çул тĕлне Чăваш Ене килекен туристсен йышĕ 1,7 миллиона çитмелле. Пĕлтĕр республикăра, статистика кăтартнă тăрăх, 843 пин турист пулнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем Чăваш Ене машинăпа е автобуспа çеç мар, самолетпа та, Атăл юхан шывĕ тăрăх та килеççĕ.
• Шупашкарта çуллен иртекен «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестиваль Чăваш Енри хăмла производствине аталантарассипе çыхăннисĕр пуçне туристсене илĕртекен хăйне евĕр проект та. Сăмах майăн асăнсан, пĕлтĕр «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале 48 пин çын тата тĕрлĕ регионтан 14 делегаци çитсе курнă. Мероприяти лапамĕнче пурĕ 35,4 пин литр сăра, 9,5 пин литр алкогольсĕр ĕçме тата 7 пин литр ытла кăрчама сутнă.
• 2025 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енре «Хамăрăннисен вăхăчĕ» («Время СВОих») программа пурнăçланма тытăннă. Чăваш Ен проекта Раççей Президенчĕн халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕпе пĕрле пурнăçлать. Проект тĕллевĕ — хăйсен вăйĕпе пултарулăхне мирлĕ пурнăçра кăтартма тĕллев тытнă СВО ветеранĕсене патшалăх службинче ĕçлемешкĕн çирĕплетнĕ системăпа вĕрентсе хатĕрлесси. Кунта 33-ĕн пĕлÿ илме тытăннă. Кандидатсене комплекслă майпа суйласа илнĕ.
• 1965 çултанпа Тăвай районĕнчи Тушкилти вăтам шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, общество ĕçне хастар хутшăннă Василий Ефимович Ефимов (1940—2023, Шупашкар районĕ, Çÿлтикасси ялĕ) çуралнăранпа августăн 1-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ.