1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:00

Ачасене çĕнетнĕ шкулсем йышăнĕç

2025—2026 вĕренÿ çулĕнче Тăвайри муниципалитет округĕнче 9 шкул, 3 ача сачĕ, хушма пĕлÿ тата психологипе педагогика пулăшăвĕ паракан 3 организаци ĕçлĕç. Малтанласа палăртнă тăрăх парттăсем хушшине 1140 вĕренекен ларĕ, çав шутран 73-шĕ пуçласа шкул алăкне уçĕ. Шкулчченхи вĕренÿре 315 ача пулĕ.

Округ администрацийĕпе муниципалитет учрежденийĕсем ачасем паянхи кунпа килĕшÿллĕ хăтлă условисенче вĕренччĕр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Кăçал шкулсем валли 4 миллион тенкĕлĕх технологи оборудованийĕ — холодильниксем, электроплитасем, парпа ĕçлекен ковенктоматсем тата ыттине илнĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе вырăнти бюджетран 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку укçа-тенке юсав ĕçĕсем тума, территорисене тирпей-илем кĕртме тата ытти ыйтусене татса пама усă курнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе Совет Союзĕн Геройĕ П.Х. Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта 18,7 миллион тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Кантăксене улăштарнă, çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ тата объекта кĕмелли вырăна çĕнетнĕ.

Округра 14,3 миллион тенкĕлĕх 14 пуçару проектне активлă пурнăçа кĕртеççĕ.

Çак пуçару проекчĕсемпе килĕ- шÿллĕн темиçе вĕренÿ заведенийĕн- че ĕçсем пурнăçланă. Виçĕ учрежденире пушар пирки автоматлă сигнал паракан системăсем лартнă тата юсанă. «Аль» спорт шкулĕн тăррине, Элпуçĕнчи вăтам шкулта электроэнергипе тата ăшăпа тивĕçтерекен системăсене çĕнетнĕ. Тушкилти вăтам шкулти ачасене хушма пĕлÿ паракан ушкăнсен пÿлĕмĕсене, хĕвел пайăркисенчен хÿтĕленмелли тăрăна юсанă. Тăвайри вăтам шкулта актовăй зала тирпей-илем кĕртнĕ, халь газ хуранне улăштараççĕ. Тĕмерти шкулта чÿрече блокĕсене улăштарнă, Енĕш Нăрвашра шкул гаражне çĕнетнĕ, çурт фасачĕн виткĕçне юсаççĕ.

Комисси утă уйăхĕн 23- 25-мĕшĕсенче пĕлÿ организацийĕ-сене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле ха- тĕрленнине тĕрĕсленĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенчен ытларахăшĕ Пĕлÿ кунне кĕтсе илме хатĕррине палăртнă.

Ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ — тĕп тимлĕхре. Ялсенчен шкулсене 11 автобуспа, пĕтĕмпе18 маршрутпа, ачасене турттараççĕ. Техникăна ГЛОНАСС системăпа, тахографсемпе, йăлтăртатса çутатакан маяксемпе тивĕçтернĕ.

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче округри шкул маршручĕсене тĕрĕсленĕ, вун саккăрăшне те хатĕр тесе йышăннă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси малалла пырать. Пĕлÿ кунĕнче пирĕн ачасене çĕнетнĕ, паянхи кунпа килĕшÿллĕ шкулсем, ача-пăча сачĕсем йышăнĕç.

Поделиться:
Распечатать