1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 9:55

Аталанăва тĕпе хурса

Чăваш Ен Раççейĕн агропромышленноç регионĕсем хушшинче хăйĕн аталанăвне шанчăклăн çирĕплетсе пырать. Пирĕн АПК ăнăçлă аталанать. Республикăра пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ — 407 пин çын — ялсенче тĕпленнĕ. Ял хуçалăхĕ ÿсĕм вырăнĕ пулса тăрать. Сухаланă çĕрсен лаптăкĕ шайĕпе вара Чăваш Ен çĕршывра çиччĕмĕш вырăнта пулнине палăртаççĕ специалистсем.

Ку вăл статистика кăна мар, республикăн стратеги шайĕнчи тĕллевлĕ ĕçĕ, яла производство вырăнĕ пек кăна мар, аталануллă, пурăнма тата ĕçлеме хăтлă территори тăвассишĕн тăрăшни. Кунта пулăшу майĕсем, инфраструктурăпа инвестици ĕçĕсем анлăланаççĕ.

Июньте Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче регионăн агропромышленноç комплексĕн 2030 çулчченхи аталану стратегине пăхса тухнă. Экономикăна вăй памалли асăннă документ — тухăçлăха ÿстерессипе, ялти пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологийĕпе тивĕçтерессипе, çĕнĕлĕхсене алла илессипе тата ял продукцийĕпе суту-илÿ тăвассине вăйлатса пырассипе тунă малашлăхлă ĕçсен тишкерÿллĕ пĕтĕмлетĕвĕ. Республика агропромĕн аталанăвĕпе пуласлăхне асăрхамасăр тăма çук. Чăваш Ен экономикинче вăл пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Аграрисем 2024 çула та лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ, сăмахран, çу юхтармалли культурăсем пĕлтĕр рекорд шайĕнче тухăç панă. Ял хуçалăх культурисем лайăх çитĕн- нĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк фермисем продукци илессине умĕнхи çулхинчен 5,7 процент ÿстернĕ, кашни ĕнерен сĕт вăтамран 8 пин килограмм сунă.

Юлашки пилĕк çулта республикăри аграрисем 35 миллиард тенке яхăн патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Сухаланă пĕр гектар çĕр пуçне тивекен патшалăх пулăшăвĕн вăтам виçи 7,9 пин тенкĕрен иртнĕ. Инвестици хывнин ÿсĕмĕ Чăваш Ене хăмла, çĕр улмипе пахчаçимĕç, тырпул ÿстерессипе, аш-пăш, сĕт туса илессипе Атăлçи федераци округĕнче лидер йышĕнче пулма май парать.

Ытти сферăри пекех агропромышленноç комплексĕнче те кадрсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, вĕсен хастарлăхĕ, пĕлĕвĕ, пултарулăхĕ, çĕнĕ технологисене алла илни нумай ыйтăва ăнăçлă татса пама май парать. Ял пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси яланхи пекех тĕп приоритет шутĕнче. Çав шутра — çамрăксене пурăнма тата ĕçлеме яла хăварасси, вĕсен тĕллевĕ-сене пурнăçа кĕртме, аталанма пулăшасси, карьера тума тата çемьеленме майсем туса парасси те. Çавна май ял инфраструктурине лайăхлатма республика юлашки пилĕк çулта 34 млрд тенкĕ уйăрнă. РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Чăваш Ене килсен ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Чăваш патшалăх аграри университетĕнче те пулнă, министр АПК валли специалистсем, çав шутра агроном хăмлаçăсем, епле вĕрентсе хатĕр- ленипе кăсăкланнă, университетран вĕренсе тухса хăйсен специальноçĕ-пе АПКра ĕçлеме кăмăл тунисене дипломсем панă.

Пысăк тĕллев — çамрăкранах аграри пĕлĕвне ÿстересси, çĕнĕ ăру специалисчĕсене воспитани парасси. Çавна май агролабораторисем, агроклассем уçăлаççĕ, професси пĕлĕвĕн программисене çĕнетеççĕ, агропредприятисем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнса ĕçлесси анлăланать. Сăмах майăн асăнсан, пирĕн округри ясли-садсемпе шкулсенче çавăн пек агроклассемпе агролабораторисем хăйсен тĕллевне пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ.

«АгроПродвижение» стратеги пирки те асăнмалла, вăл ултă ене пĕрлештерет. Çак шутра — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене упраса хăварасси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине модернизацилесси, рынокпа экспорт хăватне ÿстересси, продукцие тирпейлесси тата ытти те. 2030 çулччен республикăра 221 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă, вăл шутра 5 мегапроект тата 12 драйвер проекчĕ. Çакăнпа пĕрлех кадрсем хатĕрлессипе, селекципе генетикăна вăй парассипе, экспорт вăй-хăватне ÿстерессипе, ветеринари службине малалла çирĕплетессипе тата ыттипе регион программисем тивĕçтерĕç. Çапла вара 2030 çул тĕлне республикăра агропромышленноç комплексĕн продукцине туса илесси 25 процент таран ÿсмелле. Экспорт пĕр хут çурă пысăкланмалла, хăмла ÿстерессинче импорта улăштарасси 46 процентран кая мар пулмалла, чăх-чĕп продукцийĕ туса илесси икĕ хут ÿсмелле, унпа танах ял çыннисен тупăшĕ хăпармалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Регион пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек тĕллев лартать: республикăри социаллă учрежденисене тивĕçтерекен апат-çимĕç продукчĕ 70 процентран кая мар хамăр туса илни пулмалла, çакă вăл вырăнта продукци туса илекенсене тĕрев пани кăна мар, пысăк пахалăхлă апатланупа тивĕçтерни те.

 

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать