Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди «Гвардеец» сборĕнче! Июлĕн 30-мĕшĕнче тĕрлĕ муниципалитетри 20 çамрăк Пензăри А.В.Хрулев генерал ячĕллĕ пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕн Çар академийĕн филиалĕн базине тухса кайнă. Çамрăк армеецсем хушшинче Тăвай шкулĕнчи ачасем те — Святослав Алькин, Антон Краснов (11 класс) тата Кирилл Иванов (10 класс).
Харпăр хăйĕн пахалăхĕсене аталантарса, çар хĕсметне, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулма хатĕрленес тĕллев тĕп вырăнта кунта. Малтанах Раççей Федерацийĕн Геройĕсемпе Александр Белоглазовпа, Расим Баксиковпа, Олег Лобунецпа, Никита Палазникпа тата «Геройсен Вăхăчĕ» программăна хутшăннă Иван Амировпа тĕл пулса калаçнă. Проект 2013 çултанпа Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн Аппарачĕ пулăшнипе пурнăçланать.
«Гвардеецри» сбор çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ хăнăхусемпе пĕлÿ илме хăйне евĕрлĕ май уçать, пĕтĕмпех патриотлăх паллипе иртет. Виçĕ эрне хушшинче ачасем хальхи çар условийĕсене модельлесе вĕренĕç.
Сбора тухса кайиччен ачасем «Солнышко» сывлăха çирĕплетекен лагерьте 10 кун вĕренÿ тренировкинче пулнă.