Тăвай округĕн администрацийĕн муниципаллă туянăвĕсене йĕркелес тата ирттерес секторĕн заведующийĕ- Светлана Михайлова Чăваш Енри çак ĕç тытăмĕнчи профессионалсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
«Чăваш Енри туяну енĕпе чи лайăх специалист» конкурс çĕнтерÿçисене Шупашкарта чысланă. Чăваш Республикинчи конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров конкурсантсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Маттуррисене Дипломсемпе наградăланă май конкурс отрасль лидерĕсене тупса палăртма, малта пыракансен опычĕпе паллашса анлăрах сарма май панине пĕлтернĕ.
Светлана Юрьевнан професси тупăшăвĕнчи çитĕнĕвĕ ăнсăртран мар. 2023 çулта та ĕç ăсталăхĕн пултарулăхĕнче призер пулнă. Вăл Хусанти ăслăлăхпа тĕпчев технологи университетĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Тăватă çул çĕршывăн тĕп хулинче ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ хыççăн 2021 çулта çамрăк специалист тăван ене таврăннă. Ĕçе чунтан парăннăшăн, хастар пулнăшăн хисеплеççĕ С.Ю.Михайлована ĕçтешĕсем.