1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:15

Çĕмĕрле юманĕ — иккĕмĕш

«Раççей çулталăк йывăçĕ — 2025» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕршыв шайĕнчи ăмăртура пĕтĕмпе 70 йывăç тупăшнă. Çĕнтерÿçе сасăлав мелĕ-пе палăртнă. Çĕмĕрлери хулан культурăпа кану паркĕнчи 250 çулти юман 25,5 пин сасă пухнă. Палăртмалла: йывăçăн çÿллĕшĕ — 26,5 метр, унăн вуллин диаметрĕ вара — 1,3 м. Пĕрремĕш вырăна Ростов облаçĕнчи йăмра çĕнсе илнĕ. Уншăн 37,5 пин çын сасăланă.

Поделиться:
Распечатать