Тăвай округĕнче çĕршывра ВДВ çарне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине анлăн паллă тунă. Мероприятисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проект шайĕнче иртнĕ, савăк кăмăлпа, тăван çĕршĕн мăнаçлăх туйăмĕпе хутшăннă уява десантник-ветерансем, СВО участникĕсемпе хисеплĕ хăнасем, округра пурăнакансем.
мĕнчи лапамри Мухтав монуменчĕ умне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса чĕрĕ чечексем хунă. Десантниксен пысăк ушкăнĕ Канаш хулинче «Паттăрсен аллейине» уçма хутшăннă. Малаллахи уяв программинче чыслав саманчĕсем, спорт ăмăртăвĕсемпе «Радиосигналы» ушкăн концерчĕ пулнă.
Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов çар ветеранĕсен ĕçне пысăка хурса хакласа тав тунă, хастаррисене «Тăвай округне — 90 çул» юбилей медалĕсем, Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Олег Анатольевич ВДВра службăра тăнă Эдуард Буинцева тĕслĕхе хурса, вăл çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Сăмах май, вĕсен йăхĕн- че ашшĕн шăллĕ Николай Александрович Буинцев 1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче совет десантникĕсемпе пĕрле Афганистана кĕнĕ. Эдуард Юрьевичпа унăн шăллĕсем Александрпа Сергей та, халĕ вăл СВОра, Сывлăш-десант çар тытăмĕнче салтак вăхăтне ирттернĕ. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çар командованийĕнчен виçĕ ывăлĕ ячĕпе те Тав çырăвĕсем килнĕ Тăвай ялне.
«Шупашкарти хула шкулĕнче вĕренекен Николай Красновăн ырă тĕслĕхĕ те мухтава тивĕçлĕ»,— тенĕ муни- ципалитет пуçлăхĕ. Аш-шĕ-амăшĕ Вă- таялĕнчен унăн. Хăй пухса пынă ук-çине ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли повербанк тулаш аккумулятор илме янă. Аслисемпе пĕрле ăна та Тав хучĕ панă. Концерт вăхăтĕнче вара кашниех хăйне килĕшекен юрăпа киленнĕ.