1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:10

«Эпĕ çут çанталăкпа туслă»

«Асамат кĕперĕ» ача садне çÿрекен шăпăрлансем çу кунĕсенче ытларах уçă сывлăшра вăхăта ирттереççĕ. «Рюкзак çакса тăван тăрăхра утатăп» проектпа ăçта кăна çитмеççĕ-ши воспитательсемпе пĕрле?

услă» уявра савăнчĕç, темĕн чухлĕ çĕнĕлĕхе ăша хыврĕç. Тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсен шутĕнче тупмалли юмахсен тупсăмне, кайăксен ячĕсене пĕлесси, вăрманта хăйсене мĕнле тытмаллине вĕренесси. Çавăн пекех интереслĕ вăйăсем вылярĕç.

Уяв хыççăн пурте тутлă панулмипе сăйланчĕç. Илнĕ пĕлÿпе пĕрлех çакăн пек мероприятисем ачасене çут çанталăка упрама, унăн илемне курма-туйма вĕрентеççĕ.

«Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» çĕнĕ социаллă проект садик ачисене тăван тăрăхра çĕннине уçма май парать.

Поделиться:
Распечатать