Наркомани вăй-хал чирĕ, сипетлĕх, этика тĕлĕшĕнчен япăх аталаннă çынсен пулать. Чир мĕншĕн аталаннине никам та пĕлеймест. Наркотик патне туртăнни — çын организмĕн вăрттăнлăхĕ.
Тархасшăн асра тытăр: ывăлăр-хĕрĕрте, юлташăрта тем, пĕчĕк кăлтăк кăна, сисчĕвлентерчĕ пулсан малалла ăна тимлĕрех сăнăр.
Наркотик тутаннисен куç шăрçи хĕсĕнсе пĕчĕкленет, çутта туймасть. Курăк туртни ÿте, куç шуррине хĕретет. Çав вăхăтрах çын килĕшÿсĕр савăнать, ухмахланать, апат нумай çиет.
Енчен те çынна пĕлтересшĕн мар пулсан ята пĕлтермесĕр йышăнакан шанчăк телефонĕпе шăнкăравлăр.
Пирĕн çĕршывра наркологи диспансери центрĕсем нумай, унта ăна пулăшаççĕ. Шупашкарта та пур. Хăй тĕллĕн çумăр кăна иртет. Наркоман-арçын ĕçлекен çын пулаймасть, наркоман-хĕрарăм нихăçан та сывă ача çуратаймасть. Наркоманăн шалти пĕтĕм органĕ пăсăлать, гепатит пуçланать — унпа вĕсен 80 проценчĕ асапланать.