Чутейри культура ҫуртӗнче тата библиотекӑра ӗҫлекенсем Светофор кунне халалласа «Хӗрлӗ, сарӑ, симӗс» вӑйӑ программи ирттернӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче ертсе пыракан ҫак паллӑ пулӑма пухӑннӑ пур ачана та саламланӑ. Вӑл урамра светофор мӗн тери кирлине каласа панӑ, ҫул-йӗр правилисем пирки викторина ирттернӗ.
Унтан уява тахҫантанпах кӗтнӗ хӑнасем – Светофор, ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхӗн палли тата ӗмӗрхи мыскара шыракан, ачасен юратнӑ ҫынни Буратино килнӗ. Вӗсем килсе кӗни пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Буратино ачасене хаваслӑ конкурссемпе эстафетӑсене хутшӑнтарнӑ. Светофорпа пӗрле урам урлӑ каҫмалли правилӑсене тата светофорӑн кашни тӗсӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ. «ДПС инспекторӗ» вара ҫул-йӗр паллисем ҫинчен тата хӑрушӑ лару-тӑруран хӑтӑлас тесе ҫул ҫинче харпёр хӑйне мӗнле тӗрӗс тытмалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Программа тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа пуян пулнӑ, ачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки паха пӗлӳ парса хӑварнӑ.
11 августа 2025 г. 10:14
Хĕрлĕ, сарă, симĕс
Поделиться:
Распечатать