Анна Косаревăна ипотекăпа пĕрремĕш взносшăн пĕр хутчен тÿлемелли свидетельство панă. «Çак пулăшу мери пирĕн регионта ĕçлекен çамрăк специалистсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ»,— пĕлтернĕ Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Телеграм-каналра.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе республикăра, çав шутра пирĕн округра пурăнакансем те, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пултараççĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи ипотекăна малтанхи взноспа пурăнмалли çурт-йĕр хакĕн 20 проценчĕ чухлĕ тÿлеме май парать. Унпа муниципалитет администрацийĕнче хваттер черетĕнче тăракан çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем, СВО участникĕ-сем, бюджет сферинче ĕçлекенсем тата ытти категорири граждансем усă курма пултараççĕ.
Хамăр инф.