Утă уйăхĕн вĕçĕнче Леонид Устьнедумский çветтуя асăнса Канаш Епархийĕн пуçлăхĕ, Канаш тата Беловожск çĕрĕнчи чиркÿсене пăхса тăракан Преосвященнейший Стефан Чутей ялĕнчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ-ре кĕлĕ ирттернĕ. Таврари чиркÿсен настоятелĕсем тата Чутейрен Леонид Бараматов пĕрле хутшăннă.
Турă çуртне халăх чылай пухăннă, ытти ялсенчен те килнĕ. Юлашкинчен Стефан епископ нумай çул тăрăшса ĕçленине, чиркÿсене малалла аталантарма хастар хутшăннине шута илсе тата çуралнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Леонид Бараматова III степеньлĕ сăваплă мученик Авраамий Болгарский ячĕллĕ медальпе наградăланă. Сăмах майăн, Леонид атте тăрăшнипе ялта чиркÿ ĕçлеме пуçланă. Халĕ чиркÿ картишĕнче 12 кăвак чăрăш паркаланса ÿсет, чансемпе куполсене çĕнетнĕ, апатлану валли уйрăм вырăн хатĕрленĕ. Ăна пулăшса тăракан прихожансем хитре чечексем лартса ÿстереççĕ. Халĕ ял çыннисем Турă праçникĕсенче, хăйсен вилнĕ тăванĕсене, пĕлĕшĕсене асăнса çурта çутма пултараççĕ, юлашки çула ăсатнă чухне кĕл тутараççĕ тата ыт.те. Иртнĕ çул пуçару программин мелĕпе купель тунă Чутей ялĕнче.
Кĕлĕ вĕçленсен Стефан епископ пухăннă çынсене пил панă. Мероприятие Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, пай начальникĕ Оксана Кириллова, округ пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕ-семпе ĕçлекен советникĕ Светлана Николаева хутшăннă, Леонид аттенесаламланă.
Тата тепĕр савăнăç та пулчĕ чутейсен. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче сăваплă Серафим Саровский ячĕллĕ шыва кĕмелли купеле тата çывăхри çăла сăвапланă. Леонид атте Серафим Саровскин пурнăçри тĕллевĕ, ырлăхĕ çинчен каласа панă.