Уйăх пуçламăшĕнче Нар çырминчи пĕвере юлташпа, Валерий Дмитриевпа иксĕмĕр пулă тытатпăр. Тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ. Шыв тăп-тăрă. Тăтăшах вĕтĕ караçсем çакланаççĕ. Маншăн пулсан, кăмăла уçни паха! Курах кайрăмăр: пирĕн умра, пĕр 30 метрта, виçĕ акăш ишет. Вĕсем кунта, тен, маларахах аннă. Эпир калаçатпăр, алăсемпе хăлаçланатпăр, вĕсем пĕрре те шикленмеççĕ. Кунта тата тепĕр виçĕ кун та пурăнчĕç. Хăш чухне сывлăша çĕкленетчĕç, унтан каллех çак пĕвенех анатчĕç. Мĕншĕн вĕсем мăшăрлă мар? Тен, пĕри аманса юлнă? Тепĕр кунне вĕсем курăнмарĕç. Ахăртнех, канса илсе кунтан вĕçсе кайнă пулас. Кунашкалли пирĕн тăрăхра пулнине астумаççĕ çынсем. Юрать-ха, хампа пĕрле фотоаппарат илнĕччĕ, ÿкерсе илтĕм акăшсене.