2025 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 1490 пăру е умĕнхи çулхи çав тапхăртинчен 58 пуç пуç сахалрах пăхса илнĕ. Çак шутра ял хуçалăх предприятийĕ-сем 958 пăру пăрулаттарса илнĕ, умĕнхи çулхинчен 68 пуç нумайрах. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен вара иртнĕ çулхинчен 126 пăру сахалрах. Умĕнхи çулхипе танлаштарсан, ĕнесенчен 199 пăру катăкрах пăхса илнĕ, кашни 100 ĕне пуçне пăру илесси те чакнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тĕллевĕ вара — çулталăкра кашни ĕнерен пĕрер пăру илесси, çамрăк выльăхсем пăхса илессине ÿстерсе пырасси.
Иван ГЛАДКОВ