1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:03

Пилĕк пĕртăван паттăрлăхĕ çинчен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул хыçа юлчĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсем сахаллансах пыраççĕ, Тăвай тăрăхĕнче юлмарĕç те. Вĕсем çинчен документсемпе усă курса çырнă кĕнекесем, киносем, хаçат-журналсенчи хайлавсем, вăрçă ветеранĕсен çывăх çыннисем урлă ăруран ăрăва куçакан асаилÿсем каласа параççĕ.

«Пирĕн астумалла, пĕлмелле, пĕрле тăрăшмалла»,— тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çĕнтерĕ-ве пĕрле кĕтсе илер» девизпа Тăвай округĕнче иртнĕ агрослетăн дискусси пайĕнче.

Хаçат редакцийĕнче Лачкассинче çуралса ÿснĕ, Тăвай ялĕнче пурăнакан Лилия Михайлова (Игнатьева) пулчĕ. Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен Лачкассинчи пĕр килтен Игнатий Михайловичпа Пелагея Коновна Игнатьевсем улăп пек пилĕк ывăла вăрçă хирне ăсатнă. Лилия Васильевна çав ывăлсенчен кĕçĕннин, Василий Игнатьевичăн, хĕрĕ. Тинĕс-Çар флочĕпе çыхăннă хÿтĕлевçĕсен шăписемпе паллаштарать хăйпе пĕрле илсе килнĕ «Хранить вечно» кĕнеке. Çар тата моряк тумĕллĕ 5 сăн ÿкерчĕк унăн хуплашки çинче. Кĕнекене Шупашкарти кĕнеке издательстви 2019 çулта кăларнă. Авторĕсем — Тăрмăш ялĕнчи паллă таврапĕлÿçĕпе Эдуард Сергеевич Ушаковпа Лилия Васильевнан аслă пиччĕшĕ Михаил Игнатьев.

Çемье архивĕн докуменчĕсем, фронтран янă çырусем, Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕсен асаилĕвĕсем тăрăх йĕркеленĕ кĕнекене.

Паттăр хÿтĕлевçĕ-морякăн ывăлĕ Михаил Васильевич çинчен пĕр-ик сăмах асăнса хăварам. Эльвира Ефимовнапа Василий Игнатьевичăн 1951 çулта çуралнă аслă ывăлĕ вăл. Чăваш республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти трактор завочĕн ĕç ветеранĕ. Тепĕр ывăлĕ Анатолий Васильевич та (1952 ç.) чыслă-сумлă çын халăхра. Ĕç çулне слесарьтен пуçланă. Çартан таврăнсан юриста вĕренсе тухнă. Канаш прокуратуринче, унтан Вăрнарта ĕçленĕ. 1991 çулта Шупашкарти Мускав районĕн прокурорĕ пулнă. «Чăваш Республикин чи лайăх прокурорĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсен йăмăкĕ Лилия Васильевна (1967 çулхи) кооператив институчĕ хыççăн тăван района таврăннă. 18 çул 35-мĕш аптекăра тĕп бухгалтерта тăрăшнă. 2017 çултанпа — «Тăвайри кооператив» потребобщество ертÿçин çумĕ. Унăн хĕрĕ Эля та амăшĕн çулĕ-пе кайнă, экономист. Ывăлĕ Анатолий МГУ пĕтернĕ, аспирантурăра малалла вĕреннĕ. Вĕсем иккĕшĕ те шкулта вĕреннĕ вăхăтра паттăр Василий кукашшĕпе Иван, Ванюк, Павел, Михаил пĕртăвансен вăрçăри хăюлăхĕ çинчен ăслăлăх конференцийĕн- че тухса калаçнă, хăйсен тантăшĕ-сене пĕлтернĕ.

Иван ИГНАТЬЕВ — çемьере чи асли. Тинĕс-Çар пехотин связисчĕ. Пысăк çапăçу хыççăн тăххăрăн çеç юлсан кăкăр таран çăтакан шурлăхсенче, вăрмансенче çÿресе партизансене шыраса тупнă. Хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Йывăр аманнă. 1943 çулхи февралĕн çурринче Анат Тагилри госпитальтен таврăннă хыççăн нумаях та пурăнайман, çĕре кĕнĕ.

Ванюк ИГНАТЬЕВ вăрçа каяс умĕн Шăхасанти шкулта завучра, унтан директорта тăрăшнă. Нимĕçсем пирĕн çĕршыв çине тапăнсан пĕр шухăшласа тăмасăр вăрçа тухса кайнă. Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çав вăхăтра çуралнă ывăлне çупăрлама ĕлкĕрнĕ ашшĕ. 33 çулхи Тинĕс-çар пехотин аслă политрукне 1942 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Лянды районĕнче пытарнă.

Павел ИГНАТЬЕВ вăрçăччен Лăпкă океан флотĕнче çарта тăнă. Улатăрти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухса учительре ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан пиччĕшĕсенчен юлас килмен. Хĕрлĕ ялавлă Балти флотĕн-че тăшман карапĕсене аркатнă. Яла сывă таврăннă. Колхоз йăлт арканнине кура учитель пĕрремĕш кунах хире тухнă. Трактористра ĕçленĕ. Юратнă професси хăй еннех туртнă ăна. Хусан университетĕнче вĕренсе Чÿк-çырми, Тăрмăш, Тăвай шкулĕсенче завучра, директорта, районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕнче, Шаккăлта, Канашра директор çумĕнче ĕçленĕ.

Михаил ИГНАТЬЕВ вăрçă умĕн Астрахань хулинчи юхан шыв техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Салтака кайма вăхăт çитсен Балтикăна шыв ай киммине лекет. Питĕ савăнать, Павел пиччĕшĕ пекех моряк-çке вăл та. Вăрçă пуçланать, Лачкасси маттурĕ нимĕçсен 5 карапне путарнă çĕре хутшăнать. Перископ çĕмĕрĕлсен троспа çыхăнса тинĕсе тухса тÿрлетет. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Михаил Игнатьевича 1942 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Ленин орденĕпе наградăланă. Киле янă çырăвĕсенче хăйĕн çинчен мар, совет салтакĕн мĕнле пулмалли, патриотизм пирки ытларах çырнă.

«Эсир Тăван çĕршыв чысĕшĕн хăюллăн çапăçакан пилĕк ывăл пăхса çитĕн- тернĕшĕн мухтава тивĕçлĕ»,— çырнă пĕр çырăвĕнче ашшĕпе амăшĕ патне.

Пĕр çемьери пилĕк ывăлĕ те Ленинграда хÿтĕленĕ. Михаил Балти флотĕнче тăракан Павелпа тата Василийпа курнăçнă. Иванпа, Ванюкпа çыру çÿретнĕ.

Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен Миша. Оланд утравĕсенчен инçех мар путать вĕсен шыв ай кимми. Мал ĕмĕтлĕ 24 çулхи каччăн пурнăçĕ татăлать. Ывăлĕ вилни çинчен пĕлтернĕ хута почтальон ашшĕне тыттарнă. Мăшăрне каламасть, кулянтарас темест, хута турăш кĕтессине пытарать. Хĕрĕ Анна мăнкун умĕн, çур çул иртнĕ хыççăн, пÿрт çунă чухне тупать ăна. Енчен те эпĕ таврăнаймасан пĕрремĕш ывăлна манăн ятăма хур, тенĕ шăллĕне Василине вăл.

Василий ИГНАТЬЕВ — çемьере чи кĕçĕнни, ку ĕнтĕ редакци хăнин ашшĕ пулать. 1940 çулта çара кайнă, часах вăрçă вутне кĕнĕ. «Строгий эсминец» çинче командир-зенитчик пулнă. Ленинграда хÿтĕлесе Новосаратовск поселокĕ таврашĕнчи çапăçусене хутшăннă. Тăшман артиллерийĕ темиçе хутчен тупăсенчен персе шыва путарма тăнă, анчах «Строгий» парăнман. 1945 çулхи Нева юханшывĕ çинчи çар парадне хутшăннă. Карап экипажĕн паттăрлăхĕн-че Василийĕн пысăк тÿ-пине палăртса çырнă çыру унăн ывăлĕн- че Михаилра халĕ те упранать. Нахимов, «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн», «Ленинграда хÿтĕ-ленĕшĕн» медальсемпе наградăланă ăна. Сакăр çултан тăван яла таврăнать. Çемье çавăрать. Михаил пиччĕшĕ каланине пурнăçласа ывăл çуралсан ăна Миша ят хурать.

Вăрçă паттăрĕсен Игнатьевсен чи кĕçĕннийĕ Василий Игнатьевич вăрçă хыççăн пиччĕшĕ путнă экипаж командирне, СССР Геройне, Аслă Тинĕс-Çар училищин преподавательне С.Лисина шыраса тупнă, сывă юлнă тăватă çынран пуринпе те тĕл пулса калаçнă. Михаил пиччĕшĕн пурнăçĕн юлашки саманчĕсене ыйтса пĕлнĕ.

«Атте Василий Игнатьевич пурнăçран уйрăлса кайни те 28 çул çитрĕ»,— терĕ Лилия Васильевна. Лачкассинчи ашшĕ-амăшĕн килне пăхсах тăраççĕ вĕсем. Тăтăшах тĕл пулса калаçаççĕ тăванĕсемпе.

Амăшĕ Эльвира Ефимовна — СССР Çутĕç отличникĕ, вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕн-че ырă йĕр хăварнă. Ĕмĕрне шкул ĕçĕнче ирттернĕскер Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕпе И.П.Павловпа «Чăваш чĕлхи, 5—6 классем валли» вĕренÿ учебникĕ хатĕр- ленĕ.

Паттăр моряксен шăписемпе паллашнăçемĕн пĕр-пĕрин хушшинче тĕлĕнмелле туслăх хуçаланнине туйса илетĕн. 5 ывăлĕ те пĕр-пĕриншĕн тĕслĕх пулнă. Шкулта ăмăртса лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те пĕр тăрăха лекнĕ. Пĕр çемьерен пиллĕкĕн Ленинграда хÿтĕ-ленĕ.

Финн заливĕ хĕрринчи сăрт çине Игнатьевсен кĕçĕнни Василий Игнатьевич вăрçăра пуç хунă пиччĕшĕсене асăнса тирек лартнă.

Кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕнче вара унăн ывăлĕ Михаил Васильевич, Тинĕс-Çар флочĕн кунĕ умĕн, Лачкассинчи масар çине ашшĕпе амăшĕн вилтăпри çине 24 çулта пуç хунă Миша ячĕпе асăну палăкĕ лартнă. Хăйсен юлташĕ Анатолий Кошкин Финн зали- вĕнчен илсе килнĕ шыв сапса, çыранта пуçтарнă вĕтĕ чулсене чавса хунă унта. «Çимĕкре халĕ тинех 24 çултах пуç хунă моряка та асăнма пулĕ»,— тенĕ тăванĕсем.

Çакăн пек астăвăм тĕслĕхĕсем çитĕнекен ăру асĕнче те тарăн йĕр хăварччĕр, çĕршыв патриочĕсем пулма вĕрентчĕр.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать