1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:20

Пĕлетĕр-и?

• Шупашкар студентки мошенниксене пĕр миллион çурă тенкĕ ытларах куçарса панă. Ун патне вăрă-хурах почта ячĕпе шăнкăравланă, посылка мĕнле майпа çитермеллипе кăсăкланнă. Хĕр путсĕрсем ыйтнипе хваттерĕнче мĕн пуррине телефонĕпе ÿкерсе янă.

• Ставрополь тăрăхĕн кĕпĕрнаттăрĕ вĕсем патĕнче банан çитĕнтерме пуçланине пĕлтернĕ. Раççейре пурăнакансем ăна кăçалах астивме те пултараççĕ иккен.

• Чăвашсем талăкра çĕршыври ытти халăхсенчен сахалрах канаççĕ — 3 сехет те 20 минут. Çапла пĕлтереççĕ ФиннЭкспертиза организаци эксперчĕ-сем. Чечняра пурăнакансен канăвĕ чи вăрăмми — 5 сехет те 51 минут. Раççей халăхĕ пĕтĕмĕшле вăтамран 4 сехет те 7 минут канать иккен. Ку вăхăта çывăрни, ĕçлени тата килти ĕçсене пурнăçлани кĕмест. Мускавсем 4 сехет канаççĕ.

Çĕршывра пурăнакансем вăтамран 8 сехет те 43 минут çывăраççĕ. Чечня ку енĕпе те хăйне майлă палăрать — унта 10 сехет те 5 минут иккен. Чăвашсем 8 сехет те 8 минутпах çырлахаççĕ. Адыгейăпа Хакасире пурăнакансен ыйхи çеç кăшт сахалрах.

Поделиться:
Распечатать