1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:09

Пляж волейболĕ аталанать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн, çавăн пекех физкультурник кунне уявланă май республикăра та, пирĕн округра та тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.

Вĕсенчен пĕри – Пуянкасси стадионĕнче пляж волейболĕ енĕпе арçынсем хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ округри уçă чемпионат. Палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче çак спорт тĕсĕ анлă сарăлса пырать, темиçе хутчен те хамăр ял тăрăхĕнче ăмăртусем йĕркелерĕмĕр.

Чемпионата Шупашкар хулинчен — 4, Пуянкассинчен — 3, Тушкил ялĕнчен — 2 команда, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Пăрачкав, Кÿкеç, Тăвай командисем хутшăнчĕç.

Ăмăртăва уçнă май, Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Çĕнĕ Пуянкасси территори уйрăмĕн ертÿçи Владимир Кузьмин спортсменсене саламласа ăнăçу сунчĕç. Олег Анатольевич спорт лапамне тирпей-илем кĕртсе тăракансене, спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах хатĕрлекенсене тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕвеллĕ те вĕри çанталăка пăхмасăрах, икĕ площадкинче те мĕн каçченех хĕрÿ вăйăсем пычĕç. Çывăхра душ пÿлĕмĕсем пурри кăна спортсменсене кăштах çан-çурăма уçăлтарса илме май пачĕ. Апла пулин те юлашки вăйă хыççăн çеç кам мала тухни паллă пулчĕ.

Çапла вара, Тăвай округĕн чемпионĕ ятне Кÿкеç поселокĕнчи Илья Владимировпа Александр Егоров çĕнсе илчĕç. Кĕмĕл медальсене А.Золовпа Н.Такмаков (Шупашкар) тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăнта — Çĕнĕ Шупашкарти Р.Зайцевпа А.Шивыртало. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, пирĕн малтисемпе танлашас тесен тата вăйлăрах та вăйлăрах тренировкăсем ирттермелле.

Августăн 9-мĕшĕнче çакăн пек турнир хутăш командăсем (арçынпа хĕрарăм) хушшинче иртет. Ăна физкультурниксен кунне халаллаççĕ.

Поделиться:
Распечатать