Округра вырма-2025 пырать. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 2799 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, ку вăл мĕнпур лаптăкăн 27 проценчĕ чухлĕ. Çак шутра çапса илнĕ — тулă 1335 гектар, ыраш 301 гектар (пĕтĕмпех), урпа 827, сĕлĕ 260, пăрçа 76 гектар. Пĕтĕмпе 9517 тонна тырă кĕнĕ уйран. 1 гектар пуçне вăтам тухăç 34 центнерпа танлашать.
Кĕрхи тĕш тырă культурисем акмалли вăхăт та çывхарса пырать. Планпа вĕсене пурĕ 2010 гектартан кая мар акса хăвармалла. Çĕр хатĕрлени хальлĕхе 1545 гектар (77 процент) пур.
Округĕпе ку вăхăт тĕлне утă 7193 тонна (планăн 109 проценчĕ чухлĕ), сенаж 20613 тонна (94 процент) хатĕрлесе хунă е пурĕ 94207 центнер апат единици чухлĕ. Урăхла каласан, 1 условнăй выльăх пуçне 18,2 центнер апат единици тивет паянхи куна.