• Республика Пуçлăхĕ пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿл-лĕн «Хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах!» девизпа Чăваш Енри ветеринари специалисчĕсен çуллахи команда вăййисем иртнĕ. Старта 25 команда тухнă, кашнинчех икшер хĕрарăмпа арçын. Ветеринари специалисчĕсем çăмăл атлетика эстафетинче, дротиксем ывăтса, скакалкăпа сиксе тата канат туртса тупăшнă. Çивĕч кĕрешÿре 1-мĕш вырăна Шупашкар хулин ветстанцийĕн команди çĕнсе илнĕ, 2—3-мĕш вырăнсенче — патшалăх ветеринари службин тата Элĕк районĕн чĕрчунсен чирĕ-семпе кĕрешекен станцийĕн специалисчĕсем. Пирĕн Тăвайри ветстанци команди те хăйне начар мар енчен кăтартнă, канат туртассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
• Çулсем çĕнелеççĕ — тĕп трассăсем те, ялсенчисем те. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, 2030 çул тĕлне республикăри çулсен 60 процентне йĕркене кĕртмелле, çав тапхăрччен 750 çухрăм çула çĕнетмелле.
• Ялсенче «Пуçару бюджечĕ» программа пулăшнипе чылай çула юсаса çĕнетеççĕ. Тăвай округĕнчех акă кăçал 89 проекта пурнăçа кĕртмелле, ку вăхăт тĕлне пысăк пайне ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ çул юсассипе çыхăннă: Ураскассинче, Çĕнçырмара, Пуянкассинче, Енĕш Нăрвашра, Сăхăтпуçĕнче — кашни ялта тенĕ пекех. Çĕнĕ Пуянкассинче вара кăçал çырма урлă кĕпер те тăваççĕ. Строительство валли республика бюджетĕнчен 1 млн тенкĕ ытла, муниципалитетран 55 пин те 362 тенкĕ уйăрнă.
• 2030 çул тĕлне Чăваш Ен тулашри суту-илÿ çаврăнăшне 2,2 хут ÿстерме палăртать. Экспортерсен йышĕ те 1,7 хут хушăнмалла. Промышленноç экспортне 2020 çулхи шайран 2,7 хут ÿстерме пăхнă. Унăн тытăмĕнче машиностроени, электротехника, хими отраслĕсен продукцийĕ тĕп вырăн йышăнĕç.
• Çав вăхăтрах АПК продукцийĕн тÿпи те 16 процент шайне хăпарнă. АПК тенĕрен, Чăваш Ен «Раççейре туса кăларнă» паллăпа Китая сĕт юр-варĕ ăсатма пуçланă пирвайхи экспортер. Малтан ĕне сĕтне сертификациленĕ, унтан — качака сĕтне.
• Чăвашра экспортпа ĕçлекен компанисен хисепĕ 610-на çитнĕ. Вĕсен 95 проценчĕ — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем. Унччен Чăваш Ен Европа, АПШ енне сулăннă пулсан, халĕ ытларах Китайпа, Индипе тата Вăтам Ази, Африка, Çывăх Хĕвелтухăç çĕршывĕ-семпе çыхăну тытать — экспорта вĕсемпе анлăлатса пырать.
• Республикăра пурĕ 11 питомник. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 162,7 гектарпа танлашать. Вĕсенче çитĕнтерекен хунавсем вăрмансене çĕнетме, республикăри экологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса тăма май параççĕ. Чăваш Ен каснă тата çуннă вăрман лаптăкĕсене çĕнĕ хунавсем лартса чĕртес енĕпе плана çуллен ирттерсе пурнăçлать. Ку тĕлĕшпе Тăвай тăрăхĕнчи вăрмансенче те тимлĕ ĕçлеççĕ.
• Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Енре контактсăр ултавпа çыхăннă 1907 преступление регистрациленĕ, çак шутра — банк карттисем çинчен укçа вăрланă 472, ултавпа çыхăнни 1414, ирĕксĕрлесе укçа тăпăлтарни 21 тĕслĕх. Асăннă преступленисем кÿнĕ сиен çур миллиард тенкĕрен иртнĕ тата 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулти суммăран та 25,4 процента яхăн пысăкрах.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ