1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:16

Симĕс пăрçа хуралçи

Кайри касри çил арманĕ патĕнчи уя колхоз пăрçа акнă. Хÿхĕм ÿссе çитĕннĕ пăрçа. Хутаçĕсем шултра, вĕсенче питĕ тутлă, пылак, сĕтеклĕ симĕс пĕрчĕ-сем çитĕнеççĕ. Çав тери илĕртÿллĕ, хăй патне «чĕнекен» çимĕç вăл симĕс пăрçа ача-пăчашăн. Çитĕннисем те тиркемеççĕ-ха ăна.

Пăрçа ани патĕнчен иртнĕ чух никам та астивсе пăхмасăр чăтаймасть ăна. Пирĕн ачалăх вăхăтĕнче тата ытларах илĕртнĕ вăл пире, чечекленсе симĕс хутаçĕсем пулсанах йышлăн «тапăнатчĕç» пăрçа анине ачасем. Çавăнпа та колхозра ятарлă пăрçа хуралçисем тытатчĕç сыхлама. Çирĕп сыхлатчĕç вĕсем пăрçа анине, «вăрлаттармастчĕç» пăрçана. Анчах уй-хир пĕчĕк пахча мар, сыхласа пĕтерме çук ăна. Ача-пăча пурпĕ-рех «вăрланă», çисе савăннă симĕс пăрçана. Пăрçа вăхă- тĕнче çулсем çинче, ялти урамсенче те, пăрçа хутаççисем, аврисем чылай вырткаласа çÿ-ретчĕç.

Пирĕн колхозра пăрçа хуралçи пулма кашни çулах Федор Долгова лартатчĕç. Вăл çÿллĕ кĕлеткеллĕ, вăрăм шурă сухаллă тĕреклĕ пÿ-силлĕ арçынччĕ, хăйне шанса панă ĕçре çирĕп йĕрке тытма пултарнă. Питĕнчен пăхсан вăл хаяр, усал çын пек курăнатчĕ. Ачасем хăратчĕç унран. Анчах вăл пачах та усал мар, ырă кăмăллă мучи пулнă. Пăрçа «вăрлама» пыракан ачасене вăл нихăçан та çапса хăратса, усал сăмахсемпе ятлаçса вăрçса пĕтерместчĕ. «Çиччĕрех ĕнтĕ кăштах колхоз пăрçине, тульккăш татса-ватса çеç ан пĕтерччĕр, уншăнах колхоз пĕтсе ларас çук вĕт» тетчĕ.

Ана хĕррине вăл питĕ хитре, хăтлă хÿшĕ, шалаш туса лартнăччĕ. Кăштах канса илме, апат çырткалама питĕ меллĕ хÿтлĕх. Федор Васильевич ялта чи лайăх ăста-платник пулнă. Çурт лартакансем пурте ăна чĕнме тăрăшнă. Шалашне те питĕ хитре, юмахри пек туса лартатчĕ вăл. «Кун пек шалашра вунçиччĕмĕш çулта Ленин пурăннă», тетчĕ вара хăй шÿтлесе.

Пирĕн ачалăх вăхăтĕнче, аллăмĕш çулсенче, пăрçана нумаях акмастчĕç. Унăн тухăçĕ пĕрчĕллĕ тырăсеннинчен чылай пĕчĕкрех пулнă тата вăл çăлса пуçтарнă чух тăкăнса нумай çухалать. Çавăнпа та пăрçана кăштах апат-çимĕçлĕх тата фермăри çамрăк пăрусене тăрантнă çĕрте усă курмалăх акнă. Аллăмĕш çулсенче çĕрĕçĕн пропашной системи çине куçмалли юхăм пуçланнăччĕ. Çавна май кĕр тыррисем акма «хура пус» хăварассине сивлеме пуçларĕç. Çĕре усăсăр вырттармалла мар тетчĕç. Ун вырăнне пăрçа йышши тырăсем акма хушнă. Çапла колхозра пăрçа лаптăкне çулсеренех ÿстерсе пычĕç. Пирĕн колхозра та ăна кашни çул 300-350 гектар таран акатчĕç. Пысăк лаптăка, паллах, ача-пăчаран сыхласа пĕтерме çук. Каярахри çулсенче пăрçа анине ача-пăча йышлăн тапăнасси пĕтсе пычĕ, ăна ятарлă хуралçăсем сыхласси пăрахăçланчĕ. Сакăрвуннăмĕш çулсем хыççăн вара колхозсем пăрçана çулсерен сахалрах та сахалрах акма пуçларĕç. Халĕ вара колхозĕсем те пĕтрĕç, уйсенче пăрçа лаптăкĕсем те курăнсах каймаççĕ. «Пăрçа вăрламалли» ÿсĕмри ача-пăча та питĕ сахал ялсенче. Симĕс пăрçа çинчен аса илсе калаçса лармалли çеç юлнă.

Поделиться:
Распечатать