Обществăлла вырăнсенче пирус туртма юраманни пирки Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем тÿрлетÿсемпе хушусем кĕртсех тăраççĕ. Вĕренÿпе культура учрежденийĕ-сене пырса кĕнĕ çĕрте пирус туртма юраманни çинчен паллăсем курăнсах каймаççĕ е вуçех те çук.
Юлашки шăнкăрав умĕн Тăвай шкулне кĕмелли алăк умĕнче çамрăк хĕрарăм пирус мăкăрлантарса тăнине асăрхасан питĕ тĕлĕннĕччĕ. Ачасем камран тĕслĕх илеççĕ? Чи малтанах, аслисенчен, паллах.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ шута илнĕ тăрăх, çулсерен 7 миллион вилĕм сигарет туртнин сăлтавĕпе çыхăннă. Тĕтĕм çăтни те сывлăх çине витĕм кÿ- рет. Пирус туртаканăн хăйĕн хăнăхнă йăлине мала хумалла мар, çумри çынсем пирки те шутламалла.