Тăвай территори уйрăмĕ округра чи пысăкки, пилĕк яла пĕрлештерет. Иртнĕ çул 28 проекта пурнăçа кĕртнĕ кунта. 2025 çул валли палăртнă ĕçсенчен чылайăшне вĕçленине пĕлтерчĕ Николай Сормов ертÿçĕ. Вĕсенчен пĕри — Строительнăй урама Ильич лампочкисемпе çутатни.
ара Шибаловапа пĕрре мар ку ыйтăва çĕкленĕ, тинех эпир ĕмĕтленни çитрĕ»,— терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Максимова, çак урамра пурăнаканскер.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче урам çап-çутă çуталчĕ, каçхине хулари проспекта аса илтерет.
Пуçаруллă бюджет программипе пурнăçланă ку проекта. Пĕчĕк урам пулсан та, çыннисем питĕ кăмăллă.