1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:15

Туслăхра вăй

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Чутей библиотекипе культура çурчĕн ĕçченĕсем туслăх кунĕ ячĕпе уяв йĕркеленĕ.

 

Малтанах ертÿçĕсем ачасемпе туслăх мĕн иккенне, кашни çын пурнăçĕнче туслăх мĕнле вырăн йышăнни, тус-юлташ мĕнле пулмалли çинчен калаçнă.

Уява юмахри Леопольд кушак, унăн «тусĕсем» — шăшисем, ашапатман карчăк килсе çитни шăпăрлансене татах та кăсăклантарнă. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ интереслĕ вăйăсем вылянă. Ачасем хăйсен пултарулăхне, çаврăнăçулăхне кăтартнă. Леопольд кушак пылак çимĕçсемпе хăналанă хыççăн савăк кăмăлпа килĕсене саланнă.

Чи хакли вара кунта — кашни хăйне çĕнĕ юлташ тупни, туслăх вăййисем выляни, туслăхра вăй пулнине кăтартни.

Поделиться:
Распечатать