1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:11

Вăрманта кăвайт ан чĕртĕр

Чăваш Енре шăрăх çанталăк тăнă май вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çавна май «Вăрман хуçалăхĕ» хысна учрежденийĕн сотрудникĕ-сем иртен пуçласа каçчен ура çинче. Иртнĕ кану кунĕсенче, сăмахран, 17 патруль ушкăнĕ рейдсене тухнă.

Патрульсем шăматкунпа вырсарникун канакан ушкăн питĕ нумай пулнине палăртаççĕ. Шел те, йĕркене пăсакан та тупăннă — вăл вăрманта кăвайт чĕртнĕ. Ун пирки протокол çырнă — административлă правăна пăснăшăн унăн 40—50 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Инспекторсем граждансемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, вăрманта кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕр- леме юраманни çинчен асăрхаттарнă, çакăншăн явап тыттармалли мерăсемпе паллаштарнă.

— Шăрăх та типĕ çанталăкра пĕчĕк хĕлхемрен те пысăк пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çавна май граждансене вăрманта вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене тимлеме чĕнсе калатăп. Çут çанталăка пĕрле хÿтĕлемелле, упрамалла,— тет çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов.

Поделиться:
Распечатать