1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
11 августа 2025 г. 10:17

Юраманнине пĕлсех...

Шăрăх çанталăкра вăрманпа катасенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çăлпуçне каякан çулăн сылтăм енче чăрăшсем ÿсе- кен посадкăна кĕрсе çаврăнас терĕмĕр юлташăмпа. Ăпăр-тапăр купи çаплипех сапаланса выртать. Миçемĕш çул ĕнтĕ? Волонтерсене пулăшма явăçтарсан кăна. Сĕтелĕ те, сакки те пур кунта. Мĕнле апат анать-ши канма килекенсен çак çÿп-çап купи умĕнче.

Шăрăх çанталăкра пĕчĕк шăрпăкран та пысăк инкек тухма пултарать. Кунта вара кăвайт чĕртнине те асăрхама пулчĕ. Йĕркене пăхăнма вĕренмеллех. Çакăн пек вĕри çанталăкра вăрманта кăвайт чĕртме юраманнине тата санитари хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине асра тытасчĕ.

Тăван тавралăха упрасси, таса тытасси — пирĕн тивĕç. Çак сăмахсене куллен телевизорпа та калаççĕ, хаçатра та çыраççĕ. Анчах темшĕн ăнланмастпăр, шута илместпĕр. Вăрмансен уçланкисенче, ача-пăча лапамĕ-сенче пуш кĕленче савăтсем, çатăркка хутсем курма пулать. Уйрăмах уявсем хыççăн.

Поделиться:
Распечатать