Чăваш енри 11 педагог 200 пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ. Çакăн пирки Раççей Çутĕç Министерствин приказĕ тухнă. Вĕсен хушшинче Элпуç шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Ильина та пур. 33 çул вăл çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре.
Вĕрентÿ методикин çĕнĕлĕхĕсене, професси ăсталăхĕн аталанăвне, вĕренекенсен олимпиадăсемпе конкурссенчи çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса палăртнă чи лайăххисене.
Надежда Анатольевнана малашне те ăнăçу сунатпăр.