Тăвай ялĕнче физкультурник кунне халалласа мини-футбол енĕпе çамрăксен турнирĕ иртнĕ. Вăл хутшăнакансене те, куракансене те хавхалану кÿнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене саламлатпăр:
1-мĕш вырăнта — тăвайсен команди,
2—3-мĕшсенче — «Аль» спорт шкулĕпе тăрмăшсем.
Турнирти чи лайăх вылякансене палăртнă. Вĕсем — Евгений Суркин, Егор Филиппов, Николай Алексеев (виççĕшĕ те «Аль» спорт шкулĕнчен) тата Арсений Федоров (Тăрмăш).
Сывă пурнăç йĕркине сарас тата çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн «Аль» спорт шкулĕн тренер-преподавательне Сергей Николаевич Михайлова Тăвай муниципалитет оругĕн пуçлăхĕн Тав хучĕпе наградăланă.