1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:00

Хастарлăха çухатман ăру

 

Эпир 30 çул хушши Совет Союзĕн ертÿçи пулнă И.В.Сталин вилнĕ хыççăн çĕршыври çав тери пысăк улшăнусен тапхăрĕн çулĕнче — 1953 çулта çуралнă.

КПСС Центральнăй Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Хрущев ООН трибунине хăйĕн пушмакĕ- пе çапса империалистсене тĕнчене чĕтрентернĕ çул — 1960 çулта пĕрремĕш класа кайнă.

Çĕршывра В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă тунă çул — 1970 çулта шкултан вĕренсе тухнă.

Иртнĕ эрнере вара çĕршывăн, республикăн, районăн пуян историйĕсем витĕр тухнăскерсем, вĕсене пуянлатма хăйсен тÿписене те хывнă ĕнерхи шкул ачисем, паянхи асаттесемпе асаннесем тĕл пулчĕç.

Вăхăт алăкĕ хĕсĕк, теççĕ халăхра. Çапла, пурте пуçтарăнаймарăмăр: пĕрисем аякра пурăнаççĕ, теприсем тĕрлĕ чире пула килеймерĕç. Шел, пурнăçран уйрăлнисем те сахал мар.

Пухăннисем çинчен кĕскен:

Галина Васильева (Максимова), Амалăхран, конструктор пулса ĕçленĕ, атом станцийĕсем валли туса хатĕрлекен продукцине тĕрĕслекен эксперт; Валентина Абрамова (Федорова), Вăрманхĕрринчен, «Красное Сормово» колхоз бухгалтерĕ; Зинаида Якимова (Иванова), Тăвайĕнчен, Шупашкарти БСМПра кадрсен пайĕн начальникĕ; Фрида Никитина (Николаева), Тушкилтен, вырăнти больницăра аслă медицина сестри; Любовь Алексеева (Сорокина), Çăлпуçĕнчен, Шупашкарти РТИ заводра бригадир-инструктор; Тамара Александрова (Смирнова), Тăвайĕнчен, врач, Тăвайри тĕп больницăн райпедиатрĕ; Борис Александров, Тăвайĕн-чен, ЛТЦ инженерĕ; Николай Антонов, Амалăхран, тĕрлĕ организацисенче экономист, тĕп бухгалтер; Владимир Александров, Тăвайĕнчен, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» заводра, предпринимательте тăрăшнă; Владимир Иванов (Пеле), Тăвайĕнчен, электрик; Михаил Дмитриев, Вăрманхĕрринчен, предприниматель; Валерий Егоров (1952 çулхи), Йăнтăрчăран, вырăнти шкул директорĕ; Николай Роштов, Тăвайĕнчен, Канашри «Автоюсав» заводра инженер; Валерий Саперов, Тăвайĕнчен, водитель; Владимир Шакров, Тăвайĕнчен, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи; Евгений Школьников, Тăвайĕнчен, Канашри аш-какай комбиначĕн цех ертÿçи.

Тĕлпулу саманчĕ сĕтел хушшинче калаçу евĕрлĕ иртрĕ. Кашниех хăйĕн пурнăç çулĕ çинчен каласа кăтартрĕ, шкулта вĕреннĕ çулсенчи хаваслă, пулса иртнĕ «хĕн» самантсене, ырă кăмăллă, чăтăмлă, çирĕп ыйтакан вĕрентекенсене аса илчĕ.

Тăвайсем шкулта вырăн çитменнине пула класс пÿлĕмĕсем час-часах улшăннине палăртрĕç: пĕр хутлă, икĕ хутлă шкул çурчĕсенче, район пĕтсен райĕçтăвком, шкул пахчинче ларакан хуçалăх çурчĕ- сенче вĕренме тивнĕ. Ачасем ытти классенчи пекех тĕрлĕрен пулнă: пĕрисем хăйсене ялан йĕркеллĕ тытнă, алăсене парта çинче вĕрентекен хушнă пек ывăç тупанĕсене пĕр-пĕрин çине хурса ларнă, ашкăнчăксем, шухăскерсем те пулнă.

«Пуçламăш класра «кăнтăрлахи апат» йĕркелесен пылак чейпе çăкăр çитерме пуçларĕç. Стакансене килтен илсе килмелле пулнă. Хăшĕсем 200 грамлă стакан пĕчĕкреххине туйса 250 грамлă кĕленче савăт илсе килме пуçларĕç»,— аса илчĕ Николай Роштов.

Шкул çывăхлатнă туссем асаилÿсенче хăйсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ тапхăрсем çинчен те каласа кăтартрĕç. Валерий Иванович Егоров Америкăри тĕрлĕ штатсенче пулнă. Валерий Иванович Саперов йывăр тиекен машинăпа Союзра çитмен кĕтес хăварман. Евгений Школьников краевед 6 кĕнеке авторĕ.

Кану çулĕсенче те лăпкă пурăнаймаççĕ ĕçпе пиçĕхнĕ ветерансем. Акă, Александровсем, Тамарăпа Борис (шкулта çуралнă юрату пĕрлештернĕ вĕсене), ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли тетелсем çыхма кашни кун çÿреççĕ. Пурин пирки те каласа пĕтерме те çук. Кашниех маттур, ĕçчен, хастар.

Хăйсен калаçăвĕсенче пурте тенĕ пекех: «Эпĕ пуян, манăн 6 мăнук ÿсет (хăшĕн 3, 4, 5)»,— терĕç. Егоровсен вара вĕсем вуннăн. Мĕнех калăн, мăнуксем — пысăк пуянлăх!

Тăвай районĕн тантăшĕ, 90 çулхи Владимир Андреевич Лисов тĕлпулăва пырса çитсен кашниех юратнă физика учительне ăшшăн ыталаса сывлăх сунчĕ. Чылай ырă сăмах пулчĕ ăста вĕрентекен пирки. «Тăвайне вĕренме килсен эпĕ физикăна çав тери çăмăллăн ăнланма пуçларăм, вăл юратнă предмет пулса тăчĕ»,— палăртрĕ физикăпа математика факультетне пĕтернĕ В.Егоров. Çапла, ăста вĕрентекен ырă йĕр хăварнă кашнин асĕнчех.

Тус-юлташсем пĕр-пĕринчен самантрах уйрăлаймарĕç, «çавра сĕтел» хушшинчен тухсан та чылай калаçрĕç. «Ан кулян эс, ан кулян, ватлăх пăхнăшăн куçран. Тепĕр çул та тĕл пуласчĕ-ха»,— терĕç шкул тусĕсем савăнăçпа, çав вăхăтрах уйрăлу туйăмĕпе кăшт йĕпеннĕ пĕр-пĕрин куçĕсенчен пăхса.

 

 

Владимир ШАКРОВ, Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать