«Ачалăх навигаторĕсем» проектпа килĕ- шÿллĕн Тăвайри вăтам шкулта пысăк пĕлте- рĕшлĕ пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ, воспитани лару-тăрăвне аталантарма пулăшакан паха ĕçсем йĕркелеççĕ.
Çак кунсенче Тăвайри краеведени халăх музейĕ умĕнче интереслĕ мероприяти пулнă. Ачасем пĕлĕтелле сывлăшра вĕçекен çĕленсем янă, çавна май хăйсен аппарачĕ-сене, вĕсене лайăх вĕçме пулăшакан çиле сăнама тăрăшнă.
Паллах, пурин те çĕленĕсем аванах вĕçеймен ĕнтĕ малтанлăха. Хаваслă кулă, савăнăç хуçаланнă вăйă тăршшĕпех лапамра.
Çакнашкал хавхалануллă пулăмсем ача-пăчана питĕ кирлĕ. Вĕсем туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, вăйă ăнăçмасан та çĕкленÿллĕ туйăмлă пулма вĕрентеççĕ.