1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:02

Икĕ халăха çыхăнтарать

«Сывлăх — пурнăçра чи хакли. Сывлăха укçалла илеймĕн» — тенĕ ваттисен сăмахĕсенче. Çак каларăшсене пăхăнса пурăнаççĕ те ĕнтĕ Чутей çамрăкĕсем.

Иртнĕ кунсенче вĕсем кÿршĕллĕ Тутарстанри Хучсан ялне волейболла выляма кайса килнĕ. Сăмах май каласан, икĕ ял халăхĕ туслă пурăнать. Чутейри культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕн концертне ăшшăн йышăннăччĕ Хучсансем, хăйсем те Чутей ялне час-часах çÿреççĕ.

Волейболла выляссипе туслăх турнирне 6 команда хутшăннă: Тутарстан Республикинчен Хучсан (2 команда), Сăрьел, Кивĕ Терпит, Тăрăм тата Чăваш енрен Чутей ялĕсенчен.

Чутей командинче Руслан Волков, Елена Яклашкина, Стас Цырульников, Аня Титова, Алена Титова, Евгений Яклашкин пулнă. Палăртса хăварас пулать, асăннă çамрăксем яланах округра, ял тăрăхĕнче йĕркелекен спорт вăййисене активлă хутшăнаççĕ. Хулара пурăннă май, спорт мероприятийĕсенчен унта та айккинче тăмаççĕ. Çакăн пек икĕ халăх спортсменĕсем пĕрле хутшăнни тутарсемпе чăвашсем туслă пурăннине, çыхăну татах та çирĕпленсе пынине кăтартса парать.

 

Зинаида ИВАНОВА, Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать