1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:04

Кукăльпе хăналама юратать

Иртнĕ çул «Тăвайри кооператив» потребобщество администрацийĕ Тăвайра пурăнакан Роза Никоноровна Васильевана район хаçачĕ урлă 85 çулхи юбилейĕпе саламлани асрах-ха. Ĕç ветеранĕ «Ял ĕçченĕн» харсăр вулаканĕ те. Çула май вăл пурăнакан Ленин проспектĕн- чи 2 хутлă çуртăн почта ещĕкне хурса хăваратăп унăн юратнă хаçатне. Тепĕр чухне хăй редакцие кĕрсе тухать. Кашни çулах çырăнать район хаçатне.

— Урасем утнă чухне çÿресчĕ-ха, чирсене парăнас килмест, пурăнасчĕ-ха,— сăпайлăн калаçать хĕрарăм.

Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ Роза Никоноровна. Саранскри кооператив техникумĕнче вĕренсе тухсан 1965 çулта тăван тăрăха таврăннă, райпона ĕçе вырнаçнă. Поварта, кондитерта вăй хунă. Çынсене тутлă апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшса хастарлăхĕшĕн Хисеп тата Тав хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Роза Никоноровна килен-каян хăнана, паллакансене, çывăх çыннисене тутлă кукăльпе сăйлама юратнине пурте пĕлеççĕ.

— Çамрăклах темĕн те пĕçереттĕм. Халĕ, 86 çулта пулсан та, чустапа аппаланма юрататăп. Ĕçе хаклани вара татах та хавхалантарать,— йăл кулса хуравларĕ кинемей. Мăшăрĕпе Николай Николаевичпа 3 ывăл пăхса ÿстернĕ. Шел те, вăл çĕре кĕнĕ, ЖКХра электрикре ĕçленĕ пулнă. 4 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук пирĕн хаçат тусĕн.

Поделиться:
Распечатать