1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:59

Общество активисчĕсен тĕлпулăвĕ

Бизнеспа предпринимательство, вĕрентÿ, культура, медицина, социаллă пулăшу сферисен представителĕсем, общество пурнăçĕн хастарĕсем, нумай ачаллă амăшĕсем, çамрăксен юхăмĕсен волонтерĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе арăмĕсем — кăçал регионсем хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра 2187 çын тупăшнă. Çав шутран — Тăвай округĕнчен 27-ĕн. Вĕсенчен кашниех хăйĕн пурнăç çулĕпе тата хĕрарăм сăнарĕпе паллаштарнă, видеороликсем тунă.

Иртнĕ эрнере Тăвайри тĕп вулавăшра конкурса хутшăннă активисткăсен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Вероника Николаева, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕн çумĕ Нина Глотова, тăвайсен кураторĕ тата пирĕн ентеш, республикăри хĕрарăмсен Союзĕн президиумĕн членĕ Надежда Черкесова хутшăннă, конкурса хутшăнакансене хастар пулнăшăн тав тунă, сертификатсем, чĕрĕ чечексем панă.

Аса илтеретпĕр, конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене 15 номинацире палăртнă. Тăвай муниципалитет округĕн ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ Юлия Хайдукова «Эпир XXI ĕмĕрти çамрăксем» номинацире çĕнтернĕ. Вăл пĕрремĕш хут çакăн пек пĕлтерĕшлĕ конкурса хутшăнса çитĕнÿ туни, паллах, савăнтарать. Пирĕн округран тĕрлĕ çулсенче Вероника Николаева, Надежда Федорова конкурсра малтисен йышĕнче пулнă.

Татьяна ИВАНОВА,

хĕрарăмсен округри уйрăмĕн председателĕ

Поделиться:
Распечатать