Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче паллă ентеше, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана сума суса музей экспозицийĕ уçнă. Унăн пурнăçĕпе тата пултарулăх çулĕпе паллаштаракан чылай экспозици вырăн тупнă унта: артисткăн наградисем, сайра тĕл пулакан сăн ÿкерчĕксем, хăйĕн япалисем, спектакльсен афишисем... Çакă Вера Кузьминичнана асра тытни тата унăн искусствăри тава тивĕçлĕ ĕçне пысăка хурса хаклани пултăр, теççĕ ял çыннисем. Ăна ĕçе кĕртме пуçару бюджечĕн программипе тунăран, ял халăхĕ, тÿрремĕнех хутшăннă çак ĕçе.
Енĕш Нăрваш территори уйрăмĕнче 10 проектран 8-шне вĕçленĕ. Ял масарĕнче хурал пÿрчĕ, ял урамĕнче пусă, шкулта автобус валли гараж тунă, 3 урамри çула, Кушкă ялĕнчи клуба юсанă. Халĕ пуçару проекчĕпе килĕшÿллĕн икĕ урамри шыв юххисене çирĕплетеççĕ, шкул çуртне тул енчен хăтлăлатаççĕ.
Надежда ЧЕРНОВА, ял старости