1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:06

«Пехет» агромаркетра — Тăвай артисчĕсем

«Пехет» автомаркетăн тĕп тĕллевĕ — çынсене регионта туса илнĕ, экологи енчен таса та паха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси. Агромаркетра пĕр анлăшра тăватă енлĕ суту-илÿ йĕркеленĕ. Пĕрремĕшĕ — оффлайн суту-илÿ: килетĕн — туянатăн. Фудкорт вырăнта апата астивсе пăхма май парать. Çитес вăхăтра дистанци мелĕпе те апат-çимĕç туянма май пулĕ. Унсăр пуçне агромаркетра тĕрлĕ мероприяти, фестиваль ирттерме пулать»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çапла вара иртнĕ шăматкун Тăвай тăрăхĕн- чи пултарулăх коллективĕсем «Каскад» ятлă суту-илÿ центрĕнче уçăлнă «Пехет» агромаркетра концертпа пулнă.

«Тăрмăш» халăх фольклор ансамблĕ виçĕ хутчен сцена çине тухса юрланă.

Тушкилти «Сурпан» фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юррисене пĕрин хыççăн тепĕрне шăрантарнă. Икĕ ушкăна та Игорь Кузьмин купăспа хавхалантарса пынă, хăй çырнă юрăсене пĕччен те, Наталия Георгиевапа та юрланă.

Мучарсем вырăс юррисемпе савăнтарнă куракансене. «Сударушка» ушкăна Надежда Демина ертсе пынă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Зоя Васильевапа Елена Матросова, Алексей Матросов, Лариса Соловьева, Екатерина Жаркова юррисене куракансем алă çупса йышăннă.

Ал-ĕç мастерĕсем Елена Сергеева бисертан хитре япаласем, Людмила Сичуркина изолантан брошкăсем тума вĕрентнĕ.

Концерта Алексей Элтияр ертсе пынă. Тăвай тăрăхĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, вăйăсем те выляттарнă. Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов та килсе курнă уява. «Маттурсем»,— тесе ырланă Тăвай артисчĕсене.

Поделиться:
Распечатать