1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:52

Пресс-центр

• Августăн 14-мĕшĕ тĕлне округĕпе 3386 гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ, ку вăл пухса илмелли мĕнпур лаптăкăн 32 проценчĕпе танлашать. Çак шутра 1639 гектар çинчи тулла, 1003 гектар урпана, 301 гектар ыраша, 312 гектар сĕлле, 131 гектар пăрçана çапса илнĕ. Пурĕ пĕрле 11693 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 34,5 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсен вăтам тухăç 38—40 центнертан та пысăкрах.

• Кĕр аки те пуçланнă — Петр Канясев хресчен-фермер хуçалăхĕ 84 гектар ыраш акнă. Округĕпе ку вăхăт тĕлне кĕрхи тĕш тырă культурисем акмашкăн 1554 гектар е планăн 77 проценчĕ чухлĕ çĕр хатĕрлесе хунă.

• Ку вăхăт тĕлне выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 7233 тонна (105 процент) утă, 20613 тонна (93 процент) сенаж тата 150 тонна силос хатĕрлесе хунă. Ку вăл кашни условнăй выльăх пуçне 18,8 центнер апат единиципе танлашать.

Поделиться:
Распечатать