1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:59

Программа пурнăçланать

2024 çулхи раштав уйăхĕнче çирĕплетнĕ регион программипе килĕшÿллĕн тăлăх ачасене çурт-йĕр- пе тивĕçтерес енĕпе черете 3—4 çул хушшинче пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă.

Хатĕр çурт-йĕр панисĕр пуçне республикăра пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕсен тытăмне те ĕçе кĕртнĕ, унпа черетре тăракансен виççĕмĕш пайĕ усă курать.

Тăвай округĕнче 2024 çулта пилĕк тăлăх ача çурт-йĕр туянма сертификат илнĕ, пĕри — хваттер туянма. Кăçал виçĕ хваттер пама палăртнă, иккĕшне панă та ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере округри çамрăка хваттер уççине тыттарнă май, муниципалитет округĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕ-сен пайĕн начальникĕ Евгений Козлов çĕнĕ çуртра хăтлăх, телей, ăшăлăх суннă.

Çак пысăк пулăм — тăлăх ачасене пулăшас, уйрăмах вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçленин пĕлтерĕш- лĕ пайĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пур тăлăх ачана та пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллеве республикăра хастарлăн пурнăçлама тĕллев лартнă.

Хамăр инф.

Поделиться:
Распечатать