1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:56

Пулăшу шучĕ ÿснĕ

Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» нацпроектпа тата «Социаллă сфера отраслĕсенчи цифра платформи» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче тăватă çĕнĕ электронлă Патшалăх пулăшăвне йĕркеленĕ.

Юлашки çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн регионта 118 пулăшу ĕçĕ хутшăннă, вĕсенчен 89-шĕ — социаллă пĕлтерĕшлисем.

«Тĕп пулăшу ĕçĕсем электрон формата куçни республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене васкавлă татса пама май парĕ. Профильти даннăйсене автомат мелĕпе тултарни заявленисем çырмалли вăхăта кĕскетет тата техника йăнăшĕсене чакарать»,— палăртать Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов.

Çĕнĕ сервиссем республикăра пурăнакансене документсене дистанци мелĕ-пе тăратма май парĕç. Пĕтĕм пулăшу çинчен порталти gosuslugi.ru харпăр кабинетра пĕлме пулать.

Поделиться:
Распечатать