Хамăр тăрăхра пурăнакан, ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсем çинчен çырса кăтартасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Паянхи сăмахăм Амалăх ялĕнчи Николай Яковлевич Мальцев çинчен пулĕ.
Сăлтавĕ те пулчĕ унпа тĕл пулма пирĕн. Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Çавна май, хисеплĕ ĕçтеше АПК ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмĕн пайташĕсем те саламланă. «Амăшĕ, Матрена Яковлевна, çав тери ĕçчен те харсăр хĕрарăм пулнă. Ĕçлĕ ĕмĕрне фермăра ирттернĕ. Ывăлне те пĕчĕклех ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстернĕ»,— тесе çырнă хăйĕн «Шанăçа тÿрре кăларса» ятлă статйинче 2019 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Амалăх ялĕнчи Валентина Чиркова. Николай хăй те ачалăх çулĕсене ялти фермăпах çыхăнтарнă.
— Фермăра ÿснĕ эпĕ,— тет вăл тăтăшах. Апла, дояркăсемпе скотниксен çăмăл мар ĕçне пĕчĕкренех курса тăнă. Фермăра пухнă ăсталăх ăна малаллахи ĕç-хĕлĕнче те кирлĕ пулса тухнă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Н.Я.Мальцев сакăр çул округри «Акконд-агро фирмăн» сĕт-çу комплексне ăнăçлă ертсе пынă.
— Çав тери ответлă ĕç пулнă комплекс ертÿçин,— тесе палăртрĕ калаçура АПК ветеранĕсен совечĕн хисеплĕ председателĕ Михаил Яковлев. Пиншер выльăха ырă сывă пăхса усрасси, ăратлăх ĕçне малалла тăсасси кăткăс пулни пуриншĕн те паллă.
— Çĕр варринче те сахал мар тухса кайма тивнĕ ĕç вырăнне. Хăш чух вара тин кăна кил умне çитсе чарăнан, шăнкăравласа каялла чĕнсе илетчĕç,— аса илет ĕç ветеранĕ.
Техник-механик профессине Н.Я.Мальцев Çĕрпÿри совхоз-техникумра алла илнĕ. Çамрăк специалиста тăван ялĕнче куç пек кĕтнĕ. Алла диплом илнĕ-илменех «Победа» совхозăн Амалăх уйрăмĕнчи машинăпа трактор паркĕн бригадирне лартнă. Кĕске вăхăтранах уйрăм управляющийĕ пулма шаннă. Пысăк хуçалăх саланнă хыççăн Николай Яковлевич «Родина» колхоза ертсе пыма тытăннă. Пурĕ 23 çул туртнă вăл управляющипе председатель тилхепине. Çав вăхăтра районта ял хуçалăхĕшĕн ответлă пулнă М.Я.Яковлев çакна та аса илчĕ: — Ытти председательсенчен чи малтан Николай Яковлевич ялăн тĕп урамне асфальт сартарнăччĕ. Хăйĕн вĕреннĕ чухнехи диплом проектне — аркăллă ферма çуртне — хăй ертсе пыракан хуçалăхра ĕçе кĕртме пултарчĕ.
Юбилярăн пултарулăхне, ĕçченлĕх- не, сăпайлăхне тĕлпулура АПК ветеранĕсен уйрăмĕн ертÿçи Н.И.Иванов, пĕрле ĕçленĕ юлташĕ- сем — В.Н.Николаев, В.П.Николаев, Г.А. Масленников, Н.Г.Ласточкин та палăртса хăварчĕç. «Конструктор таланчĕ те пур пирĕн юлташăн, хăйĕн кил хуçалăхĕнче туххăмрах пахчара усă курмалли агрегат ăсталаса хатĕр-лет»,— терĕç вĕсем.
Ĕçленĕ çулсенче те, ял старости пулнă вăхăтра та çынсенчен нумай тав сăмахĕ илтнĕ пирĕн статья геройĕ. Ял хĕрĕпе Татьяна Ивановнапа çемье çавăрса ывăлпа хĕр ÿс- тернĕ вĕсем. Ывăлĕ, Игорь, «Экра» пĕрлешÿре энергетика енĕпе тĕп инженерта ĕçлет. Хĕрĕ Арина — аслă категориллĕ врач, тĕп хулара хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. Виçĕ мăнук — Мальцевсен савăнăçĕпе шанăçĕ. Мăшăрĕ Татьяна, хăй пекех сăпайлă та ырă кăмăллăскер, ялти библиотекăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Манăн, статья авторĕн, Николай Яковлевичпа та, Татьяна Ивановнапа та хăй вăхăтĕнче пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Иккĕшĕн пирки те чи ырă туйăмсем, асаилÿсем упранса юлнă. Эпĕ астăвасса, туслă мăшăр хăйсем ĕçленĕ çулсенче тата чи çывăх çыннисене — вырăнпа выртакан амăшĕсене нумай çул пăхса пурăннă. Çавăншăн вĕсене уйрăм сăвап.
Кăсăклă асаилÿсем сахал мар пулчĕç юбилей кунĕнче. Николай Яковлевича амăшĕ, 1913 çулта кун çути курнăскер, 42 çулта çуратнă, пĕчченех ура çине тăратнă, темелле. Пĕр тăвансем çук унăн. Матрена Яковлевнан ача çулĕнче В.И.Ленина тÿрремĕнех курма тÿр килнĕ. Выçлăх çулĕсенче ăна, шăллĕпе пĕрле, Мускава приюта илсе кайнă пулнă. Çавăнта курнă та вĕсем революци çулпуçне. Ленин приютри ача-пăчана тетрадьпе кăранташ парнелесе хăварнă пулнă.
— Тăм чÿлмекрен качака сĕчĕ ĕçнĕ те шкула чупса кайнă,— асаилÿ çăмхине сÿтет Николай Яковлевич. Паллах, амăшĕшĕн вăл ача çулĕсенчех тĕрек пулма тăрăшнă.
Çар служби тивĕçне Н.Мальцев Архангельск облаçĕнче ракетăллă çарсен чаçĕнче икĕ çул хушши татнă. Мальцевсем тăван ялта çирĕп кил хуçалăх çавăрнă, пур çĕрте те йĕрке-тирпейлĕх хуçаланать. Пахча çимĕç ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
Н.Я.Мальцева ĕçленĕ вăхăтра РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, вырăнти Хисеп хучĕсемпе, район, республика юбилейĕсемпе çыхăннă медальсемпе, парнесемпе палăртнă. Юбилей кунĕнче ăна Тăвай округĕн ертÿçи О.А.Ломоносов алă пуснă Тав хучĕпе, АПК ветеранĕсен республикăри Союзĕн Хисеп грамотипе, парнесемпе чысларĕç. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ачисемпе мăнуксенчен пархатар, мĕнпур ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Людмила ПАВЛОВА,
Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Тăвай ялĕ